Пĕрремĕш хут тĕл пулчĕ
Çул укçи тăватă тенкĕ ӳсмелле. Ку сас-хура Чăваш Ен тĕп хулинче тахçанах çӳрет-мĕн. «Хаксене эпир хăпартма палăртнă, çапах та ун чухлех мар», – терĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. Кун пирки вăл массăллă информаци хатĕрĕсен тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура каларĕ. Халăха турттаракансен мĕнле тăкаксем тӳснине администрацине пĕлтермелле. Анчах ĕçе пурнăçлама чылайăшĕ васкамасть. Шупашкарти троллейбус управленийĕпе темиçе турттаракан кăна çак хыпара çитернĕ. Çакна шута илсе çывăх вăхăтра хаксене ӳстермеççĕ. Журналистсене кăсăклантаракан ыйту чылай пулчĕ. Сăмахран, тĕп хуларан Çĕнĕ Шупашкар еннелле каякан çул çинче вырнаçнă «Кĕрĕк» çывăхĕнчи çуран çӳрекенсен каçмăшĕн шăпи мĕнлерех, тен ăна сӳтмелле ыйтрĕ Денис Спиринран пирĕн ĕçтеш Татьяна Трофимова. «Çул каçмăшне эпĕ çĕклемен. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл хатĕр. Халĕ кирлĕ хутсене хатĕрлетпĕр», – хуравларĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ. «Каççа туса пĕтернĕ, проектпа смета хучĕсем хатĕр. Тĕрĕслев тухнă хыççăн хутсене Чăваш Республикин строительство министерствине çитерĕпĕр. Вăл ку çурçуллăхра хута каймалла», – палăртрĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Филиппов. Çулсем тăвасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Виççĕмĕш çавраункăна темиçе тапхăрпа çĕклеççĕ. Объекта пурнăçлама 21 миллиард тенкĕрен кая мар кирлĕ пулать. Граждан урамĕнче ака уйăхĕнчен тимĕр утсем çӳреме пăрахĕç. Кăвăк çулăм пăрăхĕсене куçарĕç. Раштав уйăхĕччен ĕçсене вĕçлеме палăртаççĕ. Денис Спирин патне пĕтĕмпе 500 ытла ыйту килнĕ. Пĕр сехетре вăл 40 ытла ыйтăва хуравларĕ. «Ыттисене те тишкеретпĕр», – шантарчĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ. Алексей Зотиков, Татьяна Трофимова, Юрий Марков