Пулă вилет

Шупашкар кӳлемĕшĕнче пулă вилет. Пĕрисем — ку шыв ăшăхланнипе çыхăнтараççĕ, теприсем — пулăсене сывлăш çитменнипе. Шыв тасалăхĕ те чылайăшне иккĕлентерет. Республикăри çут çанталăк минстерстви, ытти ведомство çыннисем, Общество канашĕн пайташĕсем пĕрле пухăнса çак ыйтăва уçăмлатма тăрăшнă. Тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ. Кăртăш, уланкă тата ытти вĕтĕ пулă… Вĕсен шучĕ те çук кунта. Тимĕр шăтăклă кĕреçепе ăсса илсе михĕсене тултараççĕ пăрланнă пулла. Кӳлемĕшри шыв тарăнăшĕ 30-40 сантиметр çеç теççĕ экологи тытăмĕнче ĕçлекенсем. Çавăнпа сывлăш та вĕсене çитмест.ФЕДОР КАРЯГИН : «Çак заливăн уровеньне проектпа пăхнă таран тытмарĕç. Вăл чылай аялта пулчĕ. Унтан тата хел çитес умĕн шыв уровеньне тата чакарнă. Паллах сахал шывра çавăн чухле пулă валли сывламалăх сывлăш çук. Тепĕр енчен çак Атăлта шыв ешеретчĕ. Сине- зеленый водоросль. Çав тери сиенлĕ. Ытти çулсенче мĕншĕн пулман çакăн пек инкек. Фонтансем ĕçлерĕç. Шыва чĕрĕ тăвать. Кислородпа пуян шыва чĕрĕ шыв теççĕ. Паллах, шывра кислород пулсан пулă лайăх ĕрчет. Халь куратпăр çакăн пек япала». Çавăн пекех ĕлĕкрех Шупашкарти кӳлемĕшре хĕллехи тапхăрта пăра шăтарса вак каснă иккен. Çитес вăхăтра аэраторпа усă курасшăн. Республика кăларăм валли Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Семен Антонов.

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии