Усси пурах

Усси пурах. Республикăра пурăнакансем редакцие тăтăшах шăнкăравлаççĕ. Кашни çивĕч ыйтăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе тишкерет, сюжет хатĕрлесе эфира кăларать. «Эсир килнĕ хыççăн лав вырăнтан хускалчĕ», – пĕлтерчĕç пулăшу ыйтакансем. Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар тăрăхĕсем. Районта пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусем чылай. Сăмахран, Сĕнтĕрвăррисене ача лапамне тасатманни пăшăрхантарать. Аса илтеретпĕр, эпир унта кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче пултăмăр. Юр хӳсе лартнипе ачасем лапамра савăнаймаççĕ, выляймаççĕ. Çурт пăхса тăракан пĕрлешӳ пире юра тасатсах тăратпăр тесе шантарчĕ. Çапах та çынсем ку ĕçе пĕртте пурнăçламаннине калаççĕ. Çак лапама хальлĕхе хула администрацийĕ тимлет. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кунта пиллĕк çын килнĕ. Вĕсем лапама тирпейленĕ. Хунарсем ĕçлеменни – çак лапамри тепĕр çивĕч ыйту. Хальлĕхе вăл татăлман. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин ыйтăва икĕ эрнере татса парассине каларĕ. Эпир тимлетпĕр. Вăрнар районĕнчи Çăлкас Кăкшăм ялĕнчи ыйту та юрпа çыхăннă. Кунта шкул автобусне çаврăнма вырăн çук. Хырманнипе вăл юр айне пулнă. Ачасене ял пуçĕнче антарса хăварнă. Эпир килсе кайнă хыççăн çулсене анлăрах уçнă, çаврăнмалли вырăна тикĕсрех тасатнă. Шупашкар районĕнчи Хыркасси салинче вара шывсăр аптраççĕ. Вăл çуккишĕнех чылайĕшĕн сивĕре ларма тивет. Эфира сюжет тухнă хыççăн Шупашкар районĕн прокуратури те ыйтăва уçăмлатма хутшăннă. АЛЕКСЕЙ ЯКУШЕВИЧ: «Прокуратура хистенипе шыв тивĕçтермелли йĕркене çирĕплетнĕ. Кăнтăрлаччен шыв социаллă объектсене пырать, кăнтăрла хыççăн хваттерсем уйрăм çуртсене. Çывăх вăхăтра насос улăштармалла, шыв юхнă вырăна палăртмалла. Шыв тивĕçтерес ĕçе кирлĕ шайра йĕркелеменшĕн административлă ĕç пуçарнă. Ĕç-пуç мĕнле пынине эпир тимлетпĕр».

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии