Усал чире сарма парар мар
Республика ертӳçи Олег Николаев правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура ковидăн çĕнĕ «омикрон» штамĕ сарăлас хăрушлăх пуррине каларĕ. Çавна май 1 пин тăваткал метртан пысăкрах, тĕрлĕ тавар сутакан суту-илӳ çурчĕсенче хушма чарусем тăвĕç. Вĕсем кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ. «Омикрон» штампа Европăра чирлекенсем нумай. Пирĕн çĕршывра та вăл питĕ хăвăрт сарăлать. Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Раççейре çак амака 30 пин çын çаклатнă. Пĕр эрне каялла ку кăтарту 16-17 пинпе танлашнă. Шута илме, кĕске вăхăтра чир сарăласси икĕ хут ӳснĕ. Кун пекки халиччен пулман. Чир сарăлассипе тунă чарусем республикăри 14 объекта пырса тивеççĕ. Ку суту-илӳ çурчĕсене кĕме ПЦР тест, вакцинаци тунине ĕнентерекен сертификат е чирлесе ирттернине çирĕплетекен хут кирлĕ. Çумра паспорт пулмалла. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет ертӳçисене ятарлă ĕç ушкăнĕсем хатĕрлемеллине каларĕ. Чарусем кунĕсенче вĕсем суту-илӳ центрĕсене рейда тухĕç. Саккуна пăсакансене явап тыттарĕç.Ларура хуçасăр электротытăмсен ĕç-хĕлне те тишкерчĕç. Çурт-йĕре пăхса тăракан хăш-пĕр пĕрлешӳ коммуналлă пулăшушăн тӳлемелли хаксене ӳстерни калаçтарчĕ ларăва пухăннисене. Чăваш Енри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти Байдула урамĕнчи 6-мĕш çуртра коммуналлă пулăшушăн тӳлессине 2020-мĕш çулти юпа уйăхĕнче 16 процента яхăн ӳстернĕ. Ку хăш-пĕр электротытăм хуçасăр пулнипе, яваплăха урăх компанисем пурнăçланипе çыхăннă. Тĕрĕслев хыççăн çак управляющи компани тĕлĕшпе предписани панă, халĕ ăна Арбитраж сучĕ пăхса тухать. «Тарифсем ӳснисĕр пуçне тепĕр хăрушлăх та пур. Енчен те авари пулас пулсан ăна кам юсĕ, кам уншăн яваплă пулĕ» - терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Çавна май хуçасăр электросеть ĕçне çитес вăхăтра йĕркене кĕртмелле. Республика кăларăм валли Елизавета Цветкова, Ольга Алексеева, Николай Скворцов