Инçет мелпе вĕренеççĕ
Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕп хуламăрти 23-мĕш шкулта хăнара пулнă май ачасем еплерех пĕлӳ пухнине сăнарĕç. Паянтан ачасем дистанци мелĕпе вĕренме пуçларĕç. ЭЛЬЗА АЗИЗОВА: «Эпир ачасемпе малтанах тĕрлĕ платформăсем çинче регистрацилерĕмĕр. Çавăн пекех пушă вăхăт тупса уроксенче пурте пĕрле кама мĕнле платформа килĕшет, мĕнле платформăра мĕнле ĕçлемеллине тишкерсе тухрăмăр, пĕрле ĕçлесе пăхрăмăр. Терлĕ Олимпиада ĕçĕсем ĕçлерĕмĕр, урок мĕнле ирттернине пăхрăмăр. Пĕчĕккĕн ку ĕç валли хатĕрленнĕ, майсем пулнă пирĕн». Çапла паянтан вĕрентекенсем шкулти пӳлĕмсенче пĕчченех лараççĕ пулин те, çĕнĕ материлапа паллашасси тата ытти ĕçе пурнăçласси те самантлăха та чарăнмасть. Ачасем килте ларса интернет уçлăхĕнче çыхăнăва тухаççĕ. Эльза Витальевна вĕсемпе кашни ĕçех кăмăлпа пурнăçланине палăртать. 23-мĕш шкулта вăл вырăс литератури тата ют чĕлхесене вĕрентет. «Ĕç кал-кал пырать паян», – тет вĕрентекен. Надежда Ивановна вара географи ăслăлăхĕн вăртăнлăхĕсене уçса парать. Аслă классенчи ачасем те ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Паян акă, тĕслĕхрен, интернет уçлăхĕнчи урокра вĕреннине аса илсе çирĕплетеççĕ хастарсем