Тани Юна асăнса
Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, çыравçă, драматург тата куçаруçă Тани Юн е Татьяна Бурашникова çуралнăранпа 119 çул çитрĕ. Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсемпе искусствăн çак тĕсне кăмăллакансем ушкăнпа паллă çыннăн вил тăпри çине Карачура çывăхĕнчи масара çитсе килчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. Чăваш халăх культуришĕн, литературишĕн, халăхĕшĕн тăрăшнă хăюллă ĕмĕт-тĕллевлĕ Тани Юн актриссăн кун-çулĕ ĕмĕрлĕхех историе çырăнса юлнă. Етĕрне районĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕскер, пĕчĕкренех халăхшăн усăллă ĕçсем тума ĕмĕтленнĕ. Çапла физкультура учителĕ пулма вĕреннĕскере шăпа кинопа театр тĕнчине илсе çитерет. Унтах вăл хăйĕн мăшăрĕпе, Чăвашкиностуди йĕркеленĕ Иоаким-Максимов Кошкинскийпе паллашать. Вăхăт иртнĕ май Тани Юн пирки пĕтĕм çĕршывĕпе калаçма тытăннă. Вăл ӳкерĕннĕ «Сарпике», «Хура Юпа» «Апайка» кинофильмсене Америкăра, Египетра, Германире те кăтартнă. Шел пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ сыхланса юлман, репрессисен йĕплĕ самани вăхăтĕнче Иоаким-Максимов Кошкинскийпа Тани Юна саккунсăр айăпланă. Чăвашкино ӳкернĕ кинокартинăсене вара тĕп тума йышăннă. Сыхланса юлнă кинофильмсем паян «Чăвашкино» документаци архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ. ОЛЕГ ЦЫПЛЕНКОВ: «Французсен, армянсен тата ытти халăхсен кино пур пулсан мĕншĕн чăвашсен кино çук вара? Çакăн пек лартнă хăй вăхăтĕнче Тани Юн ыйтăва. Çакăн пек хăватлă хĕрарăмсем пире халĕ те пире питĕ кирлĕ вĕсем. Эпир ĕнтĕ кашни çулах килсен Тани Юна асăнатпăр. Тата кăшт та пулсан каласа паратпăр. Юлашки 5 çул хушшинче эпир 80 яхăн фильм ӳкернĕ. Кăçал та пĕрремĕш кварталта пĕр кино ӳкерсе пĕтертĕмĕр. Тав сире. Май çитнĕ таран сирĕн ĕçе малалла тытса пыма тăрăшăпăр». Халăхăн пултаруллă хĕрне, унăн ырă ĕçне чăвашсем паянхи кун та сума сăваççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ. Эппин, Тани Юн ячĕ вилĕмсĕр