Им-çам туянаççĕ
Çулла - çуна, хĕлле урапа хатĕрлемелле тенине мала кăлараççĕ çĕрпе ĕçлекенсем. Халĕ шăпах минераллă им-çам туянассине мала кăлараççĕ те хуçалăхсем. Çĕре пулăхлатмасан тухăç илме май çук. Çакна ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем ăнланаççĕ, çаванпах паян çуракине хатĕрленеççĕ, им-çам хатĕрлеççĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «5 çул каялла 1 гектар пусне 35 кг параттăмăрччĕ, 2019-мĕш çулта 40 ытла патăмăр, тухăçĕ те пысăк пулчĕ ун чухне, 2020-мĕш çулта 33 центнер илтемер. Ун чухне 43-44 кг пĕр гектар çине патăмăр. Удобрени памасан, паллах, пысăк тухăç илме çук. Кăçал тĕп тĕллевсенчен пĕри – 1 гектар пуçне 50 кг сахал мар памалла. Пурĕ республикăра 22 000 тонна удобрени кирлĕ. Паянхи кун январь уйăхĕнче илсе килме пуçланă, ултă пин çурă илсе килмелле, 3 000 илсе килнĕ». Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене Раççейри 6 пĕрлешӳ им-çампа тивĕçтерет. Анчах та хуçалăх ертӳçисене паян хак ыйтăвĕ шухăшлаттарать. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чăнах та, 40 процент хакланнă, 80 процента çити хакланнă удобернисем те пур. Çавăнпа та паян соглашени пусасси пирки калаçатпăр. Вара пирĕн май уйахĕнчи хаксем пулмалла. Çитес вăхăтра калаçса татăлмалла, вара хуçалăхсем пĕлтĕрхи хаксемпе илме пултараççĕ тесе шутлатпăр». Алина Сусметова, Павел Иритков