Шкулсем çĕнелеççĕ

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлӳ парса тĕрлĕ енлĕ аталантарасси аслисен тивĕçĕ. Ăста та паха вĕрентекенсемсĕр пуçне пĕлӳ шайĕ çине ытти пулăмсем те витĕм кӳреççĕ. Паллах, пĕлӳ пухма, аталанма, спортпа туслашма çутă та хăтлă шкулсенче меллĕ. Чăваш Енре вĕрентӳ çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе тимлеççĕ. Ятарлă программăпа шкулсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе Чăваш Республики сăнав регионĕсен шутне кĕнĕ. Çакна май кăçал та çак ĕç малалла тăсăлать. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта кирек епле çуртра та пластик чӳречесем лармалла пек, анчах та тĕп хуламăрти 23-мĕш шкулта халĕ те йывăç чӳречесем лараççĕ. «Вĕсем юрăхсăра тухнипе час-часах вĕсенчен çил вылять», – палăртаççĕ кунта вăй хуракансем. Телее, кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ. Тен, чӳречесене улăштарсан кунта ăшăрах та пулĕ». Кантăк-чӳрече çеç мар, шкул çурчĕн урай-маччи, алăк таврашĕ самай кивелнĕ. Кашни çулах сăрăпа сăрласа илем кӳме тăрăшаççĕ-ха кунта. Çапах та кивелнĕ сĕтел-пукан юрăхсăра тухнă тесен те йăнăш пулмĕ. ЭЛЬЗА АЗИЗОВА: «Отоплени улăштармалла, чӳречесем питĕ кивелнĕ, хăш-пĕр чӳречисенчен рамисем те тухса ӳкме пултараççĕ. Питĕ начар. Кабинет ăш-чиккине улăштарсан, краскисене улăштарсан, урайĕсене те питĕ улăштармалла, урайĕсем питĕ кивелсе кайнă. Ачасене таса, хитре пӳлĕмре ĕçлеме кăмăллăрах пуль тесе те шутлатăп». Ĕçлĕ çул-çӳревпе тухнă май, шкул çурчĕпе Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Денис Спирин та теплĕн паллашрĕ. Сăнаса, тинкерсе пăхмасăрах шкул çуртне çĕнетмелли куçкĕрет. Шалта тумалли ĕçсем чылай. Ăшă тата çутă тытăмĕсем те самай кивелнĕ. Проектпа килĕшӳллĕн вĕренмелли пӳлĕмсене, мачча-урай, чӳрече-алăк таврашне улăштармалла. Шкулта вăй хуракансем юсав ĕçĕсем пуçланасса кĕтеççĕ. ЛЮДМИЛА ПУТЯКОВА: «Библиотекăра хитре пулмалла, çĕнĕ кĕнĕкĕсем нумай пулмалла, çĕнĕ журналсем ачасем валли ытларах та ытларах пулмалла. Çавăнпа юсав пулсассăн шкулта библиотека та хитре пулать. Ачасем тата та ытларах килме пуçлаççĕ. Ачасемшĕн çĕнĕ, хитре библиотека пулсассăн питĕ аван пулĕччĕ». Пĕр сăмахпа каласан, юсав вĕçленсен шкул тултан та, шалтан та илемленĕ, хăтлăланĕ. Юсав ĕçĕсене ака уйăхĕнче пуçлама палăртаççĕ. Çак тапхăрта ачасем пĕлӳ пухма кӳршĕ шкулсене çул тытĕç. Маргарита Мельникова, Семен Антонов

12+
3 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии