Пулăшу меллĕ пултăр
Шупашкарта нумай енлĕ пулăшу паракан тепĕр центр хута яма палăртаççĕ. Пĕр лапамрах патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене пĕрлештерме планлаççĕ. Унпа пĕрлех республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн регистраци пункчĕ те пулĕ. Кун пирки правительство çуртĕнче иртнĕ ларура калаçрĕç. Пĕр лапамрах патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене пĕрлештерни хутсем пуçтармалли ĕçе чылай çăмăллатать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев шалти ĕçсен министерствипе пĕрлехи ĕçлĕ çыхăнусем пур терĕ. Автомашинăсене регистрацилемелли пункт ĕçне пуçарса ярсан пулăшу илме меллĕ пулĕ. Чăваш Енре «Манăн документсем» 32 центр шутланса тăрать. Пурĕ 295 чӳрече ĕçне йĕркеленĕ. Вĕсем республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çакнашал ĕçе Шупашкарта 106 вырăнта пуçарса янă. «Пĕр чӳрече» мелĕпе пĕтĕмпе мĕн пур халăхăн 96 проценчĕ усă курать.