Инвестицисене пулăшмалла

Инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ мелне кĕртмелле. Унсăр пуçне ĕçе хывнă укçа-тенке хӳтĕлеме тата пулăшма пĕлмелле. Кун пирки Чăваш Республикин инвестици аталанăвĕн агентствин сăнав канашĕнче калаçрĕç. Ăна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Ĕçе хывнă укçана хӳтĕлеме тата хавхалантарма килĕшӳ туни бизнес тытса пыракан ĕçе саккун енчен хӳтĕлеме пулăшĕ. Ку чи малтанах инвестора ура çинче çирĕп тăма пулăшать. Кунашкал килĕшӳ алă пусса çирĕплетекен усламçă инфратытăм тăкакĕсене саплаштарма, кредитсен тата парăмсен проценчĕсене тавăрма пултарать. Кунта транспорт, энергетика, коммуналлă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем кĕреççĕ. Чăваш Енре ĕçе хывнă укçана хӳтĕлеме тата хавхалантарма килĕшӳ тăвассипе хатĕрленӳ ĕçĕсем тума пуçланă ĕнтĕ. Халĕ документсене право тĕлĕшĕнчен пăхса тухса çирĕплетессипе ĕçлеççĕ

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии