Инкек юнашарах иккен
Хĕллехи вăхăтра çутçантăлăк пулăмĕсем çанă тавăрса ĕçлеме хистеççĕ. Юр куписенчен çулсене тасатмалла, нумай хваттерлĕ çурт картишĕсенче утма меллĕ пултăр тесе кĕреçе хыççăн кĕреçе юр ывăтмалла, анчах та инкек çурт тăрринчен те «вĕçсе» анма пултарать. Çапла, тĕп хуламăрти Франко урамĕнчи 20-мĕш çуртра аялти хутĕнчи лавккана утса кĕнĕ май хĕрарăм умне пăр катăкĕ вĕçсе аннă. Телее, хальхинче инкек айккипе иртсе кайнă, анчах та çурт тăррине тумла пăрĕсенчен тасатмасан синкерлĕ лару-тăру сиксе тухасси юнашарах. Кам çинче-ха яваплăх? Камăн çурт тăррине тасатмалла? Кун пирки малалла тĕплĕнрех. Нумай хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче лавкка вырнаçнă. Çавăнпа та кунта кун-каçа тухса кĕрекен йышлă. Лавкка тăрринчи сентресем вара пĕтĕмпех тумла пăрăсенчен йăтăнаççĕ. Темшĕн вĕсене тасатма никам та шутламасть. Управляющи копмани лавкка администрацийĕ куншăн яваплă тесе сăмаха куçарать. Инкек сиксе тухсан вара яваплăхĕ кам çинче пулĕ-ши? Телее, хальлĕхе шар куракан пулман, анчах та кунта пурăнакансем утса çӳреме шикленнине палăртаççĕ. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Çурт тăррисене юртан тата пăр капламĕсенчен тасатасси çурт хуçин тата çак объектшăн яваплă управляющи компанин тивĕçĕ. Çапла майпа, саккунпа килĕшӳллĕн, енчен те хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçламан сăлтавпа çак çутçанталăк пулăмĕсенчен шар курнă çынсемшĕн те вĕсем яваплă пулаççĕ». Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, тасатман çурт тăрри халăхăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать пулсассăн çурт-йĕре пăхса тăракан компани çак çитменлĕхсене кирек епле сăлтава пăхмасăр татса памалла. Юр сийĕ куллен 30 сантиметртан ытларах пулмалла мар. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин