Ыйтусене уçăмлатрĕç

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çумĕнче халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнмалли пӳлĕм ĕçлеме пуçларĕ. Кунта малашне депутатасем çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатма тăрăшĕç. Пуçласа халăха Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов йышăнчĕ. Пĕрремĕш тĕлпулăва халăх йышлăн пухăннă. Килнисене тĕрлĕ ыйту канăç памасть – çул-йĕр тытăмĕ, хулана хăтлăх кĕртесси, çутçанталăка упраса хăварасси тата ытти те. Тĕп хуламăрта пурăнакан Алексей Миронова та нумай хутлă çурт таврашĕнчи çула юсасси канăçсăрлантарать. Кашни çулах асфальт сийĕ çÿхелсе, тĕрлĕ шăтăк-путăкпа «пуянланать». «Хамăр пурăнакан çурт таврашĕнче такăр çулпа çӳрес килет», – тет приема килекен. Арçын çутçанталăк илемне те мала кăларать. АЛЕКСЕЙ МИРОНОВ: «Ботанический садра пирĕн таса шыв. Çавна пырса тĕрĕслесе кайрĕç. Лайăх, тутлă. Çынсем унтан хуларан, петĕм северо-западныйĕнчен, таçтан та пыраççĕ шыв патне. Пурте хăçан кунта лестница туса параççĕ тесе калаççĕ. Хальлĕхе пулаймас-ха. Пуласса шанас килет». «Октябрь уйăхне 50 çул» урамра пурăнакансене вара кил-çурт таврашне хăтлăх кĕртес ыйту канăç памасть. Çак ыйтава татса парасса шанаçççĕ хула çыннисем. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов кашни ыйтăва тимлĕх уйăрма шантарчĕ. Малашне кашни депутат халăха йышăнса тачă çыхăнура пырасса пĕлтерчĕ. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Çак йышăну пӳлĕмĕнче кашни депутат пирĕн хăйĕн избирателĕсене йышăнма пултарать. Калатпăр, пĕтĕм Чăваш Патшалăх канашĕн депутачĕсем». Çитес йышăну кунĕсене палăртсан, малашне депутатсем халăхпа ытларах тĕл пулса кашни ыйтăва тимлĕх уйăрĕç. Маргарита Мельникова, Татьяна Молокова, Сергей Емельянов

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии