Кăмăллă уяв
Хастар студентсемпе Татьянăсем паян ăшă сăмахсем çеç мар, кăмăллă парнесем те йышăнаççĕ. Тĕп хуламăрта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çамрăксем çак кун та спортпа туслашма пултарчĕç. Хулари кану паркĕнче конькипе ярăнас текенсем çакна тӳлевсĕрех тума пултарчĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пăр якалăхне тĕрĕслерĕ. Хĕлле пăрпа тăвайкки кĕçĕн ӳсĕмрисене çеç мар, çамрăксене те, аслă ăрурисене те илĕртеççĕ. Акă паян та, кулленхи куна пăхмасăр студентсем йĕр хыççăн йĕр конькипе йĕрлеççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. Татьянăсемпе студентсем вара хăйсен кăмăлне тӳлевсĕрех çĕклерĕç. Çак парнепе пăр çине килнĕ хăнасем кăмăллă. АНАСТАСИЯ ПЕТРОВА: «Паян эпир пĕрле вĕренекенсемпе пăр çине ярăнма килтĕмĕр. Мана питĕ килĕшет. Эпир пĕрремĕш хут çавăн пек пуçтарăнатпăр. Тăваттăмĕш курс тесе пурте ярăнма килтĕмĕр». ВАДИМ СМАЕВ: «Настроени питĕ лайăх, паянхи çанталăкпа урама тухмасан çылăх пекех шутланать. Юлташсемпе ярăнса çӳретпĕр каток çинче». «Вĕренӳ тапхăрĕ – чи савăк та кăсăклă самант, çавăнпа та унпа киленсе те савăнса юлмалла», – палăртаççĕ пăр çинче ярăнакан студентсем. Лекцисенче ăс пухни çеç мар, сывă пурнăç йĕркине, тен, çамрăкранах пăхăнмалла теççĕ хастарсем. Маргарита Мельникова, Наталья Егорова, Николай Скворцов