Юр куписем чăрмав кӳреççĕ
Хĕллехи çанталăк хăйĕн илемĕпе савăнтарнисĕр пуçне тĕрлĕ кăлтăкпа кĕрĕшме хистет. Юр нумай çуса лартнăран руль тытса пыракансем чылай вăхăт «пăкăра» лараççĕ. Çуран çӳрекенсем те юр купаланнă вырăнсенче йывăрлăхсем тӳсеççĕ. Кӳмепе иртсе кайма май çук. Унсăр пуçне юр куписем çул урлă каçнă чухне те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Мĕншĕн юра йăлана кĕнĕ тăрăх тирпейлсе тиесе тухмаççĕ? Эпир те хуравне шырарăмăр.Юр тасатакан ятарлă техника кашни кунах çула тухать. Транспорт çӳрекен çулсене тасатать. Çапах та регион ĕçне тимлекен центра куллен çăхавсем, халăх кăмăлсăрланнине палăртакан çырусем вĕçеççĕ. Тĕп хулара кăна мар, районсенче пурăнакансем те çак ыйтупах йĕрке хыççан йĕрке шăрçалаççĕ. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА : «Иртнĕ канмалли кунсенче регион ĕçне тимлекен центр çулсене, тротуарсене, нумай хутлă çуртсен картишĕсене тасатассипе çыхăннă 84 ыйтăва шута илчĕ. Çак ыйтусене социаллă сетьсенче тата патшалăх пулăшăвне кӳрекен порталта хускатнă. Çулсене, çынсем утакан вырăнсене юртан, пăртан тасатман ыйту кăрлач уйăхĕнче чăнах та çивĕч». Иртнĕ çулсенчи пек юра хула урамĕсенчен тиесе тухмаççĕ. Ăна тăкмалли ятарлă вырăн çутçанталăка сиен кӳрет тата кирлĕ пек йĕркелесе çитермен. Юра тирпейлессине кăçалтан урăхла майпа татса памалла. Çитес вăхăтра ăна ирĕлтерсе тирпейлес хатĕре вырнаçтармаллине палăртаççĕ Шупашкарти пĕрлехи диспетчер службинче. Хальлĕхе вара çул хĕрринче юр куписем çул урлă каçма чăрмантараççĕ. Вĕсене пулах çуран çӳрекенсене курма йывăр.