Çӳп-çапа урăммăн пухмалла

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрленĕ чухне тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансен сĕнӳ-канашне шута илеççĕ. Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен те унта 23 ыйтăва тишкерме ыйтнă. НИКОЛАЙ КАЗАКОВ: «Кашни çулах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ общество сĕнĕвĕсем ярать. Çав ыйтусене хускатасса шанатпăр эпир, мĕншĕн тесен нумай эпир хускатнă ыйтусем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вăл пире савăнтарать. Нумай пулмасть эпир хускатнăччĕ тĕп врачсем, шкул директорĕсем строительство ĕçĕсене туса пыраççĕ, реконструкци тăваççĕ, вĕсем профессионал мар, çакă тĕрĕс мар тесе. Нумай пулмасть эпир пĕлтĕмĕр ятарлă специалистсем пулаççĕ чăвашра, вĕсем ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал та ыйтусем хускатрăмăр. Ялсенче шыв çукки пăшăрхантарать. Çĕнĕрен оборудовани илмелле тесе, çӳп-çапа уйрăммăн пуçарма вăхăт çитнĕ чăвашра тесе. Çак ыйтусене вăл хускатасса эпир шанатпăр».

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии