Сыхă пулăр!
Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă вăхăтра пурăнмалли уйрăм çуртсенче тата хваттерсенче газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланас хăрушлăх пысăк. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕрисем газ службинчен тĕрĕслеме килекенсене техникăна вăхăтра кăтартмаççĕ, теприсем кăвак çулăм хатĕрсене хăйсем улăштарса çыхăнтараççĕ.Çак хĕллехи тапхăрта газ сĕрĕмĕпе 8 çын наркăмăшланнă, 2-шĕ вилнĕ. Инкек шучĕсене сирес тесе Шупашкарти газ валеçекен пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем рейда тухрĕç.