Вирус йăшмасть-ха
Ӳт температури хăпарать, пыр, пуç ыратать, сăмса сывламасть – çак паллăсем шăнса пăсăлнине кăтартаççĕ. Кăшăллă вирусăн çĕнĕ «Омикрон» штамĕ пулсан та çак енсем канăçсăрлантараççĕ. Тĕп хулари 2-мĕш сыватмăшра ку чирпе кĕрешме хатĕр. Кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта тухтăрсен пӳлĕмĕнче телефон пĕрре те алăран каймасть. ИРИНА РАХМИНА: «Эпир 2-мĕш çул короновируспа чирлекен çынсене сиплетпĕр. Хальхи вăхăтра короновируспа чирлекенсен пĕртак çăмăлрах иртет. Вĕсене ытларах температура хăпарни, пыр ыратни, пуç ыратни канăçсăрлантарать. Короновирусран прививка тунисен чир-чĕр пĕртак çăмăлтарах иртет». Ковид-19 диагноз лартнисен йышĕ пысăклансах пырать. Ку эрнере кунсерен çĕршер ытларах çынна çак мур çакланса пынă. Чире çăмăллăн ирттерекенсене килтех сиплеççĕ. Ирина Владимировна кунсерен 150 çынран сывлăх епле пулнине ыйтса пĕлет. ИРИНА РАХМИНА: «Температурить тăвакан çынсене пирĕн уйрăм зданинче йышăнаççĕ, çавăнпа вĕсем сывă çынсемпе ытлашши хутшăнмаççĕ. Чирлекен çынсене килте сиплетпĕр. Вĕсене тӳлевсĕр эмелпе тивĕçтеретпĕр». Лариса Васильева, Милена Алексеева, Юрий Марков