Тĕлĕнтермĕш тĕрĕ йĕрĕ

Алшăлли, çивитти, кĕрӳ тутрисем, масмак тата ытти те. Çаксем пĕтĕмпех тĕрленĕскерсем. Чăваш тĕррин музейĕнче Любовь Вазюкова ăстан куравĕ ĕçлет. Вăл кăрлачăн 25-мĕшĕнче вĕçленет. Кĕске, вăрăм çанăллă кĕпесем, шахмат, тута сăтармалли тутăр — мĕн кăна çук кунта. Вĕсене пурнăçлаканĕ - Пушкăрт Республикинче çуралнă, халĕ 50 çула яхăн Чăваш Енре пурăнакан Любовь Вазюкова. Вăл йĕркеленĕ курава 150 яхăн ĕç тăратнă. ЛЮБОВЬ ВАЗЮКОВА: «Пурте хам ача пек. Пурте маншăн хаклă. Мĕншĕн тесен питĕ нумай ĕçлесе ларатăп кашни ĕçпе. Схема тăвас пулать, ĕçĕ нумай. Ну кайран ĕçлес пулать, ĕçĕ нумай». 40 çул ытла алăран йĕппе çип яман Любовь Степановнăн ку шучĕпе 6-мĕш курав. Унта вăл çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Константин Иванов поэта халалласа ятарлă кĕтес хатĕрленĕ, портретсем, сĕтел çивитти, çутă çутмалли, хĕр тумĕ тата ытти те. ЛЮБОВЬ ВАЗЮКОВА: «Эп хам Пушкăрт республикинчен, Константин Иванов ялĕнчен 35 çухрăмра çеç тăван ял. Хамăр ентеше чыс тăвас тесе ятарласа эп ăна нумайранпа тăвасшăнччĕ çак ĕçене, тахçанах шухăшланăччĕ ăна, çак 6-мĕш курав валли ятарласа турăм». Вĕтĕ шăрçа, укçа, çип — эрешленĕ чухне çаксемпе усă курать ăста. Сăмах май, Чăваш Республикин районсемпе пĕрлештерсе тĕрлене картинче те унăн тӳпи пур. КЛАВДИЯ ЯКУШКИНА : «Çак çурта эп ятарласа та килмен, случайно килнĕ тесен те юрать, çакăнта чарăнмасăр ман иртсе каяс килмерĕ. Кашни районпала пите пысăк карта тунă. Чăваш нацин ялĕсемпелен пуринпеле те». Чăваш тĕррине, Любовь Вазюковăн пултарулăхне кăмăллакансем «Тĕлĕнтермĕш тĕрĕ йĕрĕ» куравпа кăрлачăн 25-мĕшĕччен паллашма пултараççĕ. Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Бахтияр Велиев

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии