Аваллăхсăр малашлăх çук

Иртнипе пуласлăх хушшинче». Çак ятпа Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче çĕнĕ курав уçăлчĕ. Ăна Чăваш халăх тата Раççей тава тивĕçлĕ ӳнерçине Миша Григорян 75 çул тата унăн хĕрĕ Сусанна Григорян 50 çул тултарнине халалланă. Портрет, пейзаж, натюрморт е картина. Миша Григорянăн кашни ĕçĕнче Арменипе Чăваш Ен çыхăнăвĕ курăнать. Икĕ халăх мĕн авалтан туслă пурăнать. Эрменсемпе чăвашсен туслăхĕ куравăн тĕп теми пулнине палăртмалла. ВЛАДИМИР ИВАНОВ : «Вăл Армени çынни пулсассăн та чăваш халăхне мĕнле юратни, чăваш культурине мĕнле ăнланни тĕлĕнтерет. Çав шутрах ĕнтĕ вăл Арменине, хăйĕн çуралнă çĕршывне те манмасть. Унта ун ĕçĕсем те пур. Çав шутрах Арменинче ӳкерне чиркӳсем, ӳкернĕ пейзажсем чуна тивĕççĕ» Миша Григорян чăваш ӳнер тĕнчинче паллă çын. Чăваш Ене халалласа ӳнерçĕ чылай картина çырнă. Вĕсенче чăваш культурине тӳпе хывнă паллă çынсем те ахаль чăвашсем те сăнланнă. Тĕслĕхрен, хĕрача амăшне кĕтет. Вăл ырă хыпарпа амăшне савăнтарасшăн, çывăх çыншăн питĕ тунсăхлать. Çав вăхăтрах унăн куçĕнче пăшăрхану палăрать. Хăçан килет-ши? Чиперех-ши? Çак туйăмсене Миша Григорян ӳнерçĕ картинăра аван палăртнă. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ : «Чăваш сăнарĕсене вăл Нарспи сăнар урлă кăтартма тăрăшать. Натюрморт. Чăваш халăх япалисенчен хушпу, тĕрĕсем, çак япаласем урлă, натюрморт урлă чăваш тĕнчелĕхне кăтартать» Картинăсем çырассипе кăна мар Миша Григорян çитĕнекен ăрăва вĕрентессинче те хастар. Студентсемшĕн вăл ырă тĕслĕх. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Çакăн пек çынсем пулсассăн педагогика университетĕнче вĕренекенсемшĕн çулсем уçăлса пыраççĕ. Студентсем паян вĕренекенсем Миша Гришовичпа пĕрле пулса вĕсен хăйсен профессине алла илме пултарни кăна мар вĕсем ун урлă ун çулне пăхса танлаштарса маллалла ĕмĕтленме майсем туса парать» Ашшĕпе пĕрлех курава унăн хĕрĕ те, Сусанна Григорян та хутшăнчĕ. Вăл ытларах портретсем çырма юратать. «Вăл мана çывăх. Çыннăн кăмăлĕ, туйăмĕ куçĕсем хавхалантараççĕ», - палăртать Сусанна Мишаевна. Куравра 200 ытла ĕç. Вĕсемпе нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕччен паллашма май пур. Республика кăларăм вăлли Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин.

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии