Бокс – чăтăмлисен спорчĕ

Бокс – вăйлисемпе чăтăмлисен спорчĕ. Кунта вăй-хăват кăна мар, çивĕч ăс-тăн, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Бокс перчеткине тăхăнма вара кĕçĕн ӳсĕмри спортсменсем те ăнтăлаççĕ. Çĕрпӳ хулине бокса кăмăллакан, çĕнтерӳ патне ăнтăлакан спортсменсем тĕрлĕ регионтан пухăнчĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хастарсемпе паллашрĕ. Рингра хĕрӳ çапăçу пырать. Çамрăк спортсменсенчен никамăн та парăнас килмест. 12-13 çулхи ӳсĕмри спортсменсем хăйсен тĕллевĕсем патне çирĕп утма хатĕр. Рингра çĕнтерме, тĕллеве пурнăçлама, тĕрлĕ вăрттăнлăха алла илме вĕсене, паллах, тренерсем вĕрентеççĕ. ВЯЧЕСЛАВ НИКОЛАЕВ: «Ман ачасенчен пĕр ачи раштав уйăхĕнче Калининградра халăхсен хушшинчи турнирта пĕрремĕш вырăн йышăннă». Çĕрпӳ хулинче бокс енĕпе Раççей чемпионачĕ 23-мĕш хут иртет. Çулсерен ăна вăрçă ветеранне Станислав Полещука тата унăн вĕренекенне Николай Фомина халаллаççĕ. Вĕсен ырă ятне упраса хăварас тĕллевпе çулран çул ăмăрту вăй илсе пырать. Станислав Полещук Çĕрпӳ районĕнче бокса аталантаракансенсенчен пĕри пулнă. Паянхи кун çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе бокс перчеткисене тăхăнса кĕлеткепе çеç мар, чунпа та çирĕп пулма хăнăхаççĕ. АЛЕКСЕЙ АЛЕКСЕЕВ: «Паян пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Ăна илме нумай тренироватся турăм. Пĕрремĕш вырăншăн питĕ тăрăшса пытăм. Тренер пулăшсах пычĕ. Тренировкисене те сиктермен. Питĕ савăнăçлă кăмăлпа пĕрремĕш вырăн илтĕм». Кăçалхи ăмăртăва 150 спортсмен 8 регионтан çитнĕ. Кашни спортсмен ӳсĕмне кура ринга тухать. Чи кĕçĕннисем 12 çулта çеç пулин те, аслисенчен ăсталăхпа юлмаççĕ. Çĕрпӳ хулинче вара бокса аталантарма та майсем çителĕклĕ – пултаруллă тренерсем, хастар спортсменсем. СЕРГЕЙ БЕККЕР: «Çĕрпӳ хулинче çакăн йышши пысăк ăмăрту иртни питĕ кăмăллă. Çĕрпӳсем те бокс спорт тĕсне питĕ кăмăллаççĕ». Кирек епле ăмăртура та чи маттурисене, хастаррисене палăртаççĕ. Кунта çитнĕ спортсменсем те тăван киле йăлтăр-ялтăр медальсемпе, хисеп хучĕсемпе кайĕç. «Чи пахи вара – рингра хăйсен вăйне тĕрĕслени тата çĕнĕ юлташсемпе паллашса туслă хутшăнусем йĕркелени», – палăртаççĕ хастарсем. Маргарита Мельникова, Игорь Зверев

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии