Уяв çулталăкĕ
Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕ никĕсленнĕренпе кăçал 55 çул пулать. Кунта ăс пухакансем алла специалноç илнĕ хыççăн хăйсен профессийĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ, тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшаççĕ, республика пурнăçĕнче те хастар хутшăнаççĕ. Сумлă уяв çулталăкне университет анлă паллă тума палăртать. Калăпăшлă ĕç-пуçа Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин минстрĕпе Дмитрий Захаровпа çавра сĕтел вăхăтĕнче сӳтсе яврĕç. Сăмах май, Дмитрий Захаров хăй те Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. Тĕлпулура студентсемпе хутшăннă май вăл кунта вĕреннĕ тапхăра аса илчĕ. Ку пĕлӳ çуртĕнче ăс пухма, аталанма, пурнăçра кирлĕ профессие илме майсем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ вăл. Кунта вĕренсе тухнă паха та ăста специалитсем паянхи кун республикăн тĕрлĕ предприятийĕнче вăй хураççĕ. «Сумлă уяв тапхăрĕнче студентсемшĕн те, кунта вĕренсе тухакансемшĕн те чылай ĕç-пуç йĕркеленĕ», – палăртрĕ ларура университет ректорĕ Андрей Александров. Çавра сĕтел, наукăпа практика конференцийĕ, спорт уявĕ, студентсен çуркунни, ыркăмăллăх акцийĕ – кăçал вĕсене петĕмпех çавра çула халаллĕç