Ăсталăха ӳстереççĕ

Журналист профессийĕ яланах шыравра пулма, çĕнĕ пĕлӳ пухма хистет. Регионти журналистсен ăсталăх шайне ӳстерес тĕллевпе «RT-регион» пĕрлешӳ пайташĕсем пирĕн республикăна та çитрĕç. Паха та ăста специалитсем усăллă сĕнӳ-канаш пачĕç. Вĕренӳ тапхăрĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç, пĕлӳ пухрĕç. Сăмахăн вăй-хăвачĕ вĕçĕмсĕр. Сăмахпа сиплеме, хăпартлантарма , çав вăхăтрах чуна амантма та пулать. «Журналистсем, шăпах та, сăмах вăй-хăвачĕпе вырăнлă усă курнинчен куракан, итлекен, вулакан ку е вăл хыпара еплерех йышăнни килет те», - палăртаççĕ ăсталăх класне йĕркелекенсем. Çак вăрттăнлăхсене уçса пачĕç те вĕренӳ тапхăрĕнче. ЕЛЕНА АЛЕКСЕЕВА: «Çакăн пек мастер-классем ирттерни, чăннипех те питĕ усăллă. Эпир кунта малалла çĕнĕ мелсемпе ĕçлеме хăнăхатпăр. Малалла та шанатпăр, пирĕн хулара малашне те çакăн пек мастер-классем ирттерессе».Пухăнна журналитсем, вĕренӳ тапхăрне аса илнĕнех, кашни усăллă саманта çырса хума васкарĕç. Кунта пухнă пĕлĕве кашниех малашнехи ĕçре усă курма пултарĕ. Анна Ковтунова – RT- регион шкулти вĕренӳ проекчĕсен ертӳçи теори тĕлĕшĕнчен çеç мар, пухнă пĕлĕве çирĕплетме çийĕнчех тĕрлĕ ĕç-пуç та хушрĕ. Журналистсем ушкăнсене уйăрăлса тĕрлĕ саманта тишкерсе пĕр хыпара тĕрлĕ енлĕн çутатса пачĕç. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ : «Кирек менле сюжетра та çын пулмалла, теп выранта пулмалла. Çыннăн историйĕ , унăн пурнăçĕ-хĕлĕ тес пулать ĕнте, унан пăшăрханăвĕ. Унашкао пулсан эпир халăха кăсăклантарма пултаратпăр, куракана та илĕртме пултаратпăр, хамăр канала та тепĕр шая кăларма пултаратпăр» .Чылай çул хăйсен профессине кăмăллакан журналитсем çеç мар, çамрăксем те ăсталăх лаççисенче хастар пулчĕç. Сюжет темине палăртасси, вырăнлă сăнар тупасси, калаçăва тĕрĕс йĕркелесси, ыйтусен хуравне тупасси. Çак самантсем, шăпах та, çамрăксемшĕн усăллă пулчĕç. ЕЛЕНА АСТРАХАНЦЕВА: «Ку мероприяти питĕ интереслĕ маншăн. Эпĕ питĕ нумай кунта çĕнĕ япаласем хама валли палăртрăм, çĕнĕ пĕлӳ пухрăм. Ку питĕ кирлĕ пĕлӳ маншăн, мĕншĕн тесен эпĕ хам та журналист пуласшăн».RT-шкул йĕркелнĕ вĕренĕвĕн пĕрремеш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Çитес уйăхри ăсталăх лаççисене те журналитсем тулли кăмăлпа çитессе шантарчĕç.

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии