«Чи вăйлă ĕçлекен партисенчен пĕри»
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Справедливая Россия» политика партин председателĕпе Сергей Мироновпа видеокĕпер мелĕпе çыхăнчĕ. Вăл Чăваш Ен ертӳçине пĕтĕм партипе пĕр чĕлхе тупма пултарнăшăн тав турĕ. «Пирĕн политика партийĕ сирĕн регионта питĕ тухăçлă ĕçленине палăртас килет, çĕршывра чи вăйлисенчен пĕри шутланать», – терĕ Сергей Михайлович. Кăшăллă вирусăн 5-мĕш хумĕ вăй илнĕ. Кунсерен чирлекенсен йышĕ ӳссе пырать. Больницăсенче сипленекенсем нумайланнипе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар шкул ачисене нарăс уйахĕн 6-мĕшĕччен дистантлă майпа вĕрентеççĕ. Çынсене килтен ĕçлеме пуçлаттарасшăн. Тата ытти çирĕп йышăну тума та тӳр килни çинчен каларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çарпа патриотлăх ыйтăвĕсене те тимлĕх уйăрчĕç тĕл пулура. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Миронов Чăваш Енри кадет корпусĕнче вĕренекенсене тӳлевсĕр вĕри апатпа тата тумпа тивĕçтерни ырă пулăм терĕ. Аса илтеретпĕр, ку йышăну çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче каланăччĕ. Çавăн пекех Çĕрпӳ районĕнче «Авангард» çарпа патриотлăх вĕрентӳ центрне уçасси пирки каларĕ. Çак проекта пурнăçлама 350 миллион тенкĕ уйăрнă