Суту-илӳ хутшăнăвĕсем çирĕпленеççĕ
Чăваш Енпе Казахстан Республикин ĕçлĕ хутшăнăвĕсем çулсерен çирĕпленсе пыраççĕ. Суту-илӳ тăвассипе те икĕ ен ăнăçлă та тухăçлă ĕçлесе пырать. Кăçал çак хутшăнусене çĕнĕ шая кăларса чăваш çĕрĕ çинче туса кăларакан тавара тата та ытларах Казахстан тăрăхĕнчи лавкка сентрисем çине илсе çитересшĕн. Çакна май республикăна Казахстанри усалмçăсем пирĕн тăрăхри предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма çитрĕç. Аякран килнĕ хăнасем Чăваш Енри тĕрлĕ предприяти ĕçĕпе паллашма тĕллев лартнă. «Бреслер» предприятинче, тĕслĕхрен, усламçăсем реле таврашĕ туса кăларас ĕçе тĕпчерĕç. Сăмах май, Казахстан Республикине Чăваш Енре туса кăларакан электротехника тытăмĕнче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, алăк таврашĕ тăвас ĕçре кирлĕ япаласене тата ытти тавара та илсе çитереççĕ. Республикăна çитнĕ усламçăсем регионти ĕç-хĕлĕ пысăка хурса хакларĕç. ИГОРЬ МУН: «Чылай предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр, хамăра валли усăллă самантсем палăртрăмăр. Производство шайĕ çӳллĕ шайра. Нумай лайăххине палăртасса шанатăп – çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ хутшăнусем йĕркеленессе ĕненетĕп». Халĕ Казахстан Республикине, шăпах та, электротехника таварĕ кӳрсе килни вырăнлă. Чăваш Республикипе асăннă ен апла пулсассăн малалла тата та тухăçларах ĕçлесе суту-илӳ хутшăнăвĕсене çирĕплетме пултарĕç. «Бреслер» предприяти Казахстанри предприятисемпе 90-мĕш çулсенчех ĕçлеме пусланă. Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта вара предприяти те çĕнĕлле ĕçлет, çакă туянакансен кăмăлне тивĕçтерме тата паха тавар туса кăларма пулăшать. Маргарита Мельникова, Татьяна Молокова, Бахтияр Велиев