Финанс ăсталăхне алла илеççĕ

Укçа шута юратать теççĕ. Хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ хутшăнăвĕсене, тĕрлĕ йышши çăмăллăхпа тивĕçтерекен банк ĕçĕсене шкул ӳсĕмĕнченех тишкереççĕ. Нухратпа тĕрĕс усă курма пĕлни енчĕкри укçа-тенкĕне перекетлеме тата çĕршыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать те. Çакна шута илсе ачасем валли ятарлă финанс урокĕсем йĕркелеççĕ. Раççейри тĕп банк, шăпах та, шкул ачисем валли онлайн-уроксем ирттерет, унта кашниех хутшăнма пултарать. Уроксем онлайн мелпе иртнĕ май аслă классем кирек епле хуларан та интернет уçлăхĕ пулăшнипе ăс пухма пултараççĕ. Финанс тытăмĕн ăстисем инвестици, страхлав пулăшăвĕ пирки, банк карттисен усăллăхĕ, кредит карттин хăйнееверлĕхĕ пирки каласа параççĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕмешле 18 ыйтупа хатĕрленĕ уроксене тишкерме пултараççĕ хутшăнакансем. Чăваш Республикинче 164 вĕрентӳ çурчĕ çак онлайн-уроксене хутшăнма кăмăл тунă. Уроксене ака уйăхĕн 22-мĕшĕччен хутшăнма пулĕ

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии