Кăвак çулăмпа савăнĕç

Кăçал тата пĕр пин те тăхăрçĕре яхăн çурта кăвак çулăмпа тивĕçтерĕç. Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикинче ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Çитес çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен ăна вĕçлеме палăртаççĕ. Иртнĕ çулта 3095 çын кăвак çулăмпа тивĕçтерме ыйтса çырнă. Вĕсенчен 2772-ĕшне ырланă, 1280-ĕшĕпе килĕшӳ алă пуснă. 528-ĕшĕ кăвак çулăм ырлăхне туйнă ĕнтĕ. Ятарлă плана иртнĕ çултах çирĕплетнĕ. Çăмăллăхпа 715 ял усă курма пултарать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче тата 250 çын газпа тивĕçтерме ыйтса çырнă. Аса илтерсе хăваратпăр, пĕлтĕр чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушу алă пуснăччĕ. Унпа килĕшӳллĕн тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, сусăрсене, сахал тупăшлă, виçĕ ачаллă çемьесене патшалăх пулăшу кӳрет. Сăмахран, вĕсене газ кĕртме кирлĕ хатĕр-хĕтĕрĕн е счетчикĕн тăкакĕсене саплаштараççĕ. Çапах та ку виçе 20 пинрен ытлашши пулмалла мар. Хальлĕхе 6 çын çак тĕревпе усă курма вырăнти социаллă хӳтлĕх центрне заявлени çырнă. Алексей Зотиков, Екатерина Никитко, Юрий Марков

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии