Тăлăхсене - хваттер уççи
Пĕлтĕр республикăра 4 пин çурă çын хăйсен пурăнмалли вырăнне хăтлăлатма пултарчĕ. Вĕсенчен пĕрре тăваттăмĕш пайĕ çĕнĕ çăмăллăхпа усă курнă. Тăлăх ачасене те патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.Çулсеренех ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерет. 2021-мĕш çулта Шупашкарта çеç 18 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен иккĕшне çурт-йĕр илме сертификат панă. Кăçал тĕп хулари йывăр шăпаллă 170 ача пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин тата икĕ тăлăха хваттер уççисем парса чысларĕ.