Çĕнĕ шкулта – çĕнĕ майсем

Тăван ялта шкул уçăласса Кашмаш ялĕнче пурăнакансем чылай çул кĕтнĕ. Пĕлӳ çуртне тума пуçласассăн, проектра çитменлĕхсем пулнипе ăна хăпартас ĕç вăраха тăсăлнă. Паян вара Кашмаш ялĕнче ашшĕ-амăшĕшĕн те, вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн те пысăк савăнăç. Вĕсем тинех çутă та хăтлă, капмар та меллĕ пĕлӳ çуртне таврăнаççĕ. Кунта халĕ вăй хума та, çĕнĕ пĕлӳ пухма, аталанма пĕтĕм май пур. Çĕнĕ шкула пахалама Маргарита Мельникова çула тухрĕ. Муркаш районĕнчи Кашмаш тăрăхĕ аталанса, çĕнелсе пыракан пысăк ял шутланать. Паян кунта шкул çулĕнчи ача та чылай. Хăйсен ялĕнчи пĕлӳ çурчĕ хупăннăран ачасене таврари 3 вĕренӳ заведенине илсе çӳреме тивнĕ. Паян вара кунта пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç – шкул хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. СЕРГЕЙ ЧАПЛИН: «Питĕ савăнатпăр, пирĕн ялта çавнашкал хитре, ялта çеç мар, районта хитре шкул туса панăшăн питĕ савăнатпăр, тавтапуç». ИГОРЬ МАЙКОВ: «Çак шкул пуласси пирки нумай чупнă чăнласах. Пирĕн делегаци Мускава та çитнĕ. Шкулне пĕр вăхăтра шутсăр тăвасшăн пулмарĕç, анчах мĕнле калаççĕ – пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурсан кӳле пулать. Чăнласах çак шкула паян саванăçлă лару-тăрура уçатпăр». Уява сумлă хăнасем те çитрĕç. Шкула уçиччен вара ĕçĕ, чăнахах та, чылай пулнине аса илчĕç вĕсем. Анчах та, йывăрлăхсене пăхмасăр паянхи кун шкул çуртĕнче ача сасси янраса кайнишĕн пурте хĕпĕртеççĕ. Шкул çурчĕ тулашĕнчен капмар пулсассăн, шалта вара – çутă та хăтлă. Классем пысăк та меллĕ палăртаççĕ ашшĕ-амăшĕсем те. ВАЛЕНТИНА ЕРМОЛАЕВА: «Пирĕн виçĕ ача. Хамăр ялтах вĕренмешкĕн ачасене условисем пур, çакăнтах вĕрентесшĕн, хулана каймаспăр пулĕ, кунтах юлатпăр». АЛИНА ПЕТРОВА: «Эпĕ çак шкул уçăлнăшăн питĕ савăнатăп. Манăн ачасем çакăнта савăнсах килеççĕ. Пери пĕрремĕш класа каять, тепри улттăмăшне каять. Пĕрремĕшне татах интереслĕрех, унта-кунта кайса пăхатпăр теççĕ. Шкулĕ питĕ пысăк теççĕ, çутă, таса». Вĕрентӳ çуртĕнче 108 ача ăс пухма пултарать. Малашне те кунта çĕршыва юрăхлă, маттур та хастар ачасене çитĕнтерессе шантараççĕ кунта вăй хуракансем. ЕЛЕНА ТИХОНОВА: «Ĕнер вĕренме пуçларăмăр Кашмаш шкулĕнче. Эпир çак куна тахçанах кĕтнĕ. Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр – кĕтсе илтĕмĕрех. Питĕ савăннă пурте, ачасем те питĕ хĕпĕртеççĕ çĕнĕ шкулта вĕренме пуçлатпăр тесе хăçантанпа ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Савăнсах чупатпăр шкула. Шкулĕ икĕ хутлă, çап-çутă, коридорĕсем пысăк, анлă. Класĕсем çутă, таса, тирпейлĕ». Пĕлӳ анинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансем те хĕпĕртеççĕ. Пĕрремĕш класс ачисен уйрăм пӳлĕм. Классра çĕнĕ йышши техника. Вĕренме, аталанма малашне тата та меллĕрех пулĕ. ЭМИЛИЯ ГРИГОРЬЕВА: «Эпĕ паян питĕ савăнтăм, пирĕн паян шкул уçăлчĕ». КИРИЛЛ КИРИЛЛОВ: «Паян савăнтăм лайăх. Шкулта хитре, таса, çутă, лайăх». Кĕçĕн ӳсĕмрисем çеç мар, аслă классенче ăс пухакансем те шкула малашне хаваслă кăмăлпа утассине палăртаççĕ. Çĕнĕ шкулта спортпа туслашма та, ăс пухма та, тĕрлĕ ăмăртусене хатĕрленме те меллĕ пулĕ. БОГДАН ЛЮБИМОВ: «Мана ку шкул питĕ килĕшет. Эпĕ кунта пĕчĕккĕ пулнă чух вĕреннĕччĕ. Эпĕ камăллатăп шкула, хаваслă шкула утатăп». АРТЕМИЙ АЛЕКСЕЕВ: «Ку шкулта питĕ илемлĕ, хитре. Мана питĕ килĕшрĕ. Юлташсене нумай куртăм. Эпĕ питĕ савăнатăп, малашне пиллĕк паллăсемпе анчах вĕренесшĕн». Палăртса хăвармалла, малашне Кашмаш шкулĕнче аграри енĕпе пусăм туса ачасене пĕлӳ пама тытăнĕç çĕнĕ шкулта. Классенче плакатсем çакса тухнипе ачасене вĕрентеймĕн. Çавăнпа та ятарлă ăсталăх лапамĕсем пулĕç. Калăпăр, пысăках мар теплицăсенче пахча-çимĕç ӳстерме май килĕ. Маргарита Мельникова, Георгий Кривошеин

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии