Ĕç вырăнĕпе усă курнă

Чăваш Енре «Каяшсене тасатмалли хатĕр» предприяти ертӳçине тытса чарнă. Хальлĕхе ăна килтен тухма ирĕк памаççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин прокуратури пĕлтерет. АЛЕКСЕЙ ЯКУШЕВИЧ: «Çĕнĕ Шупашкарти прокуратура тĕрĕслевĕ тăрăх, çакă паллă: 2020-мĕш çулта организаци ертӳçи ĕçлекенсене сакунсăр майпа ĕçрен хăтарса, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламасăр ĕç вăхăтĕнче ывăлĕн çĕр лаптăкĕнче строительство тата хуçалăхри ĕçсене тутарнă. Унсăр пуçне предприятин техникипе усă курнă. Вăлах, 2020-мĕш çулта саккунсăр майпа предприяти пурлăхĕнчи тимĕр-бетонлă плитасене тата вак чула хăйĕн çĕр лаптăкĕнче усă курнă. Хальхи вăхăтра федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ прокуратура материалĕсем тăрăх предприяти ертӳçи тĕлĕшпе уголовлĕ ĕç пуçарнă. Айăпланакан тĕлĕшпе халĕ килти арест тунă тата ытти преступленисем тума пултарнă тесе тĕрĕслев ĕçĕсем иртеççĕ. Уголовлă ĕç тĕпчевне прокуратура тимлесе тăрать».

12+
5 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии