Ял хуçалăхне аталантармалла
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çырупа тухать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене тĕпе хунă. ЮРИЙ ПОПОВ: «Мĕнле çак çырура кăтартнă, çав енĕпе республика ĕçлесе пырать. Çавăн пекех министерствăсем, районсем, ытти предприятисем те. Эпĕ ял хуçалăх промышленноçĕнче ĕçленĕ май, чăнах та, питĕ савăнатăп юлашки çулсенче республика та, республика Пуçлăхĕ Олег Алексеевич та нумай турĕ, çак пулăшусем пирĕн республикăна малалла аталанма пулăшса пыраççĕ. Тунă нумай тата тумаллисем те пур. Эпĕ çакна каласа хăварасшăн туса илнĕ ял хуçалăх продукцине пирĕн вырăнта майласа тирпейлесе сутмалла. Хăйне сырье сутатпăр пĕр хакпала, хамăр патра тирпейлесе сутсан хакĕ те лайăх пулать, ĕç вырăнĕ те пулать. Çавăнпа та çак ĕçе пирĕн малалла тăсмалла».