Лару-тăру çивĕч

122 номер çине шăнкăрăвсем йышăнма тата 20 çын хутшăннă. Халĕ вĕсем вăтăрăн. Тухтăр патне çырăнмалла е шур халатлине киле чĕнмелле – çак шăнкăравсене те малашне вĕсем йышăнĕç. Ку поликлиникăсен ĕçне кăшт çăмăллатмалла. Кун пирки паян кăшăллă вирус сарăлассипе кĕрешекен штаб ларăвĕнче калаçрĕç. Сыватмăшсене шăнкăравласа тухма çук е кĕтме тӳр килет – сахалтан та 7 минут. Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра ку, паллах, питĕ нумай. Çакна шута илсе 122 номерпе йышăнакансен хисепне ӳстернĕ. Малашне ку номерпе вăхăтлăх ĕçлеменнине çирĕплетекен хут та уçма пулать. Ку енпе хальлĕхе ĕçлеççĕ. Кăшăллă вируспа чирлекенсен хисепĕ республикăра кашни кун ӳсет. Иртнĕ талăкра 382 çын аптранă. Вĕсенчен çурри тĕп хулара пурăнакансем. Районсенче те лару-тăру çивĕч. Уйрăмах, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Комсомольски тăрăхесенче. Юлашки вăхăтра, кăшăллă вируса ачасем ытларах çаклатнине палăртмалла. Çак кăтарту 14 муниципалитетра хăпарнă. «Район центрĕсенчи шкулсене те инçет мелĕ çине куçармалла. Ачасем йышлă пĕлӳ çурчĕсенче чир сарăлас хăрушлăх пысăк. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ начарланнине кĕтмелле мар, кая юлма пултаратпăр», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăшăллă вирусран сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. 18 çула çитмен ачасене прививка тума республикăна пĕр пине яхăн доза килнĕ. 75 ача сыхлăх эмелне ăша яртарнă ĕнтĕ. НАДЕЖДА ЛУГОВСКАЯ: «Раççей Федерацийĕнчи тĕп санитарный врач йышăннă тăрăх, халĕ контактра пулнă çынсен карантинра çичĕ кун кăна лармалла. Юлашки ултă уйăх хушшинче чирлесе ирттернисене е прививка тунисене карантина кайма кирлĕ мар. Вĕсем чирлемеççĕ пулсан карантина кайма кирлĕ мар. Ку йышăну кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче вăя кĕнĕ». Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч пулнипе кăшăллă вируспа кĕрешекен сыватмăшсене шăматкун та, вырсарни кун та ĕçлеттерĕç. Кун пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов хушу алă пуснă. Алексей Зотиков, Юрий Марков

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии