Добавить
Уведомления

Çул çитменнисен канăвне йĕркелемелле

Учетра тăракан çул çитмен ачасем валли лагерьсенче профиллĕ сменăсем йĕркелемелле. Муниципалитетсенче çамрăксен канăвне йĕркелессипе тăрăшарах ĕçлемелле. Кун пирки йĕркелĕхпе тивĕçтерес енĕпе тимлекен координаци канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Чăваш Республикин вĕрентӳ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, учетра тăракан ачасенчен 26 проценчĕ çуллахи канăвне килте ирттерет. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Çĕрпӳ, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче килте ларакан ачасем ытларах. Çак муниципалитетсенче ачасен канăвне йĕркелессипе тăрăшарах ĕçлемеллине палăртрĕç. Кăçалхи 5 уйăхри кăтарту тăрăх, çул çитмен ачасем тĕлĕшпе тунă преступленисен шучĕ 10 процент чакнă. Çав вăхăтрах çак тапхăр тĕлне 18 çул тултарман ачасем йĕркене пăсни 2 процент ӳснĕ. Ку чухне ачасене тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксен канăвĕ усăллă та тухăçлă ирттĕр тесен аслисен тăрăшмалла

12+
12 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии