Добавить
Уведомления

Ачасем зоопаркра пулчĕç

Луганск тата Донецк халăх республикисенчен вăхăтлăх куçса килнисене Чăваш Енре пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Каникулта ачасен канăвне йĕркелесси те тимлĕхре. Çак кунсенче ачасем юланутлă спорт шкулне çитсе курнă. Хальхинче вара пĕчĕккисем Çĕнĕ Шупашкарти Ельниково ращинчи зоопаркри чĕр-чунсемпе паллашрĕç. Вĕсене ытларах мĕн илĕртрĕ? Тĕплĕнрех – черетлĕ сюжетра. Григорий Гелых пĕчĕкренех чĕр чунсене юратать. Çак таранччен вăл зоопаркара пулса курман. Тискер тата килти чĕр чунсене курма май пуррине пĕлсен чунтан савăннă. ГРИГОРИЙ ГЕЛЫХ: «Эпĕ пĕрремĕш хут чăн-чăн зоопаркра пулса куртăм. Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Эпĕ хам питĕ килти чĕр-чунсене юрататăп. Манăн килте пулăсем, кайăк, 3 шиншилла, 2 кушак тата 1 йытă пулнă. Эпĕ малтан пурăннă хуларан атте манăн йытта илсе килсе пачĕ. Эпĕ унпа уçăлса çӳретĕп, апат çитеретĕп». Упа, тилĕ, павлин, лама. Çак чĕр чунсене ачасем телевизорпа е ӳкерчĕксем çинче çеç курнă. Зоопаркра вара фото ӳкерĕнме тата ачашласа пăхма та пултарчĕç. Тĕлĕнмелле чĕр чун тĕнчи ачасене йăпатрĕ тата савăнăç парнелерĕ. Йывăр самантсене кăшт та пулин манма пулăшрĕ. Кунашкал акци икĕ эрнере пĕрре иртет. Ачасене Чăваш Енри кăсăклă вырăнсемпе тата та паллаштарĕç. Пĕчĕккисемпе ашшĕ-амăшĕсем тулли кăмăлпа юлчĕç. Ачасем курнине, илтнине юлташĕсене савăнсах, тĕлĕнсех каласа парĕç. Зоопаркра паллашнă чĕр чунсене аса илсе тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕк тăвĕç

12+
15 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии