Добавить
Уведомления

Ухăран тĕл перес енĕпе ăмăртаççĕ

Çирĕп алăллă, вичкĕн куçлă. Чăваш Енре ухăран тĕл перессипе çĕршыв шайĕнчи ăмăрту иртет. Анлă шайри тупăшăва хутшăнма Шупашкара 31 регионти 400 ытла спортсмен килсе çитнĕ. Ăмăртăва хастарсем мĕнлерех хатĕрленнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Ухăран тĕл персе пьедесталăн картлашкисем çине хăпарма, çĕнĕ кăтартусем çирĕплетме Чăваш Ене çĕршыври чи ăста спортсменсем килсе çитнĕ. 5 кун вĕсем «Олимп» стадионĕнче ăмăртĕç. Тупăшу 2 виçе уйрăмĕнче иртет: 18 çула çитмен юниорсем тата 21 çула çитмен çамрăксем хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Пĕтĕмпе çĕршыв первенствинче наградăсен 6 пуххине вылянтарĕç. Чăваш Ен чысне пĕлтерĕшлĕ ăмăртура 22 спортсмен хӳтĕлет. Çак спорт тĕсĕ чылай уйрăмлăхпа пуян. «Калăпăр, ухăран пенĕ чухне сывламасан аванрах», – палăртаççĕ спортсменсем. Паян хастарсем техникăна тĕрĕслерĕç, ухăран персе пăхрĕç. Ыран вара вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ кун пулĕ. Юлия Адюкова, Дамир Хантимиров, Николай Скворцов

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии