Республикăри вĕренӳ çурчĕсене юсаççĕ

Чăваш Енре пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 410 çурт. 50 процента яхăн юхăннă пĕлӳ çурчĕсене юсама йышăннă. Вĕсене темиçе тапхăрпа тирпейлеççĕ. 2021-мĕш çулта 53 шкулта тата 35 ача садĕнче тĕп юсав ирттерме палăртнă. Ăна валли пурĕ 2 миллиард тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Юсав ĕçĕсене 26 шкулта тата 25 ача садĕнче туллин пурнăçланă. Ытти пĕлӳ çурчĕсем палăртнă ĕçсене кăçал вĕçлеме шантараççĕ. «Вĕренӳ аталанăвĕ» федераци программипе килĕшӳллĕн çитес 5 çулта республикăра 124 шкула юсама палăртаççĕ. 2022-2023-мĕш çулсенче 15 муниципалитетри 31 шкулта хăтлăх кĕртмелле. Кăçал 12 вырăнта юсав ĕçĕсем иртмелле. Ĕçсене ака уйăхĕнче пуçлĕç, çурла уйăхĕнче вĕçлемелле. Подрядчиксене палăртнă ĕнтĕ, çул-йĕр карттине те тунă. Çĕртме уйăхĕнче тепĕр 18 шкулта юсав ĕçĕсем пуçланĕç. Вăл икĕ тапхăрпа 2023-мĕш çулхи ака уйăхĕччен иртĕ. Строительство ĕçĕсен пахалăхне тимлесех тăрĕç. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Чăваш Республикинчи 11 муниципалитетри 22 учрежденире тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме Раççейри Çутĕç министерствине 1 миллиард тенкĕ ытлалăх заявка панă.

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии