Пĕтĕмлетӳ çырăвĕ

Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ пулнă май, çак тытăм çулталăк тăршшĕпе еплерех тĕллевсемпе ĕçсене пурнăçланине уçăмлатса пачĕ. Анлă тишкерӳре республика пурнăçĕн кашни еннех тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 6-мĕш сессийĕнче чăн малтанах республика ертӳçи, Министрсен Кабинечĕн председателĕ Олег Николаев наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнине палăртса хăварчĕ. Пĕлтĕр çеç «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ пулăшнипе регионта 620 ытла объектра ĕçсем пурнаçлама май килнĕ, 120 çухрăм çула юсанă. ВЛАДИСЛАВ СОЛДАТОВ: «Мĕнле ĕçсем туни, пысăк ĕçсем паянхи вăхăтра тата палăртнă тесе çав япаласене нумай енчен кăтартса каласа пачĕ. Эпир ăна питĕ тимлĕ итлерĕмĕр, пăхрăмăр. Нумай енĕсемпе эпир килĕшетпĕр паянхи кун, ыйтусем те пур. Çавăн пирки эпир çак канашра нумай ыйту патăмăр». Тишкерӳ çырăвĕсене вĕренӳ çурчĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттересси пирки те сăмах пулчĕ. Пĕлтĕр çеç вĕрнӳ çурчĕ 50 процент е ытларах юхăннă шкулсене юсасси тĕплĕн пурнăçланать. Çĕнĕ шкулсем те 2021-мĕш çулта вĕрененкенсене йышăнчĕç. Районсенче пултарулăха аталантармалли 61 ятарлă ăсатлăх лапамĕсем уçăлнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр ял-хуçалăх тытăмĕ те малалла аталанать. Пĕлтĕрхи çанталăка пăхмасăр экспорт шайне ӳстерни паха. ЮРИЙ ПОПОВ: «Иртнĕ çул, 2021-мĕш çулта, чăнах та, нумай ĕçсем тунă. Вăл çулсем тăвас пирки, шкулсем тăвас пирки, çĕнĕ шкулсем тунисем. Çавăн пекех тата ял-хуçалăхĕнче тунă районсенчи ĕçсем. Ку, чăнах та, савăнтарать. Темле йывăр çул пулсассăн та çутçанталăк енĕпе Чăваш Республикинче çак çитĕнӳсем паянхи кун чăваш халăхне савăнтараççĕ». Пĕлтĕр регион тепĕр наци проектне пурнăçа кĕртессипе тимлеме пуçларĕ. Вăл – туризма аталантарасси. Çакна май региона хушма укçа-тенкĕ те килĕ. Республика «Атăлçи тăрăхĕнчи кăмăллă канмалли кунсем» проектра хутшăнса чылай туриста хамăр тăрăха илĕртме пултарнă. ПЕТР КРАСНОВ: «Правительство пĕлтĕр нумай-нумай ятарлă йышăнуесм кăларчĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ эпĕ куратăп, ман шутпа, паллах, çак экономика системин, финанс системин пирĕн пуласлăхĕ лайăх, мĕншĕн тесен инвестицисем килесси, ман шутпа, халĕ ӳссе пырать, килсе пырать. Çитес çулсенче эпир çак инвестицисем пулсан çĕнĕ технологисем те пулаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ. Апла тăк, ĕç укçи – шалу та пулать». Пурнăçланă тухăçлă та ăнăçлă ĕçем чылай, анчах та тимлĕх уйăрман самантсем те пĕлтĕр пулнă. Федераци хыснинчен уйăрса панă нухратпа тухăçлă усă курса ĕçе кĕртейменни – пысăк çитменлĕхсенчен пĕри. Кăçал апла пулсассăн, федераци уйăрнă укçана терĕс те вырăнлă усă курмалли тĕп ĕçченсен пĕри. НИКОЛАЙ СТЕПАНОВ: «Глава выступать туни вăл питĕ кăмаллă. Çапах та хăш-пĕрисене вăл хăй те аса илчĕ, каларĕ. Хăш-пĕр объектсене вăхăтра паман, укçа тепĕр çула куçнă тесе каларĕ, мĕншĕн вăл пулать, мĕншĕн тесен пирĕн паянхи кун эпĕ шутлатăп, пирĕн районти глава администрацисен яваплăхĕ çукпа пĕрех». Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çĕнĕ тĕллевсем пирки те манмалла мар. Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси, региона укçа хывакансене илĕртесси, социаллă ыйтусемпе тимлесси малашне те малти вырăнта. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕтĕмлетÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăçал паллашма тата та ансатрах пулчĕ. Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта алăра телефон çеç кирлĕ. Сĕтел çинче ятарлă брошюрăсем. Кунта QR-код вырнаçтарнă. Ăна сканировать туса эпир те Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма пултаратпăр. Кунта сăнÿкерчĕксем, видеосем тата, паллах, ятарлă ыйтăм та вырнаçтарнă. Унта хутшăнса кашниех Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлне хак пама пултарчĕ».

12+
13 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии