«Эпĕ - хĕрарăм»

Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе çулсерен «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс йĕркелеççĕ. Унта «Эпир экономикăна çĕклетпĕр», «Саккун хуралĕнче», «Чăрмавсăр пĕлӳ кунĕ патне», «Сывлăх патне малалла», «Обществăна усă кӳресси», «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» номинацисенче тупăшаççĕ вĕсем. Чи пултаруллисене Республика кунĕнче чыслаççĕ. Промышленность, строительство, çар, йĕрке хуралĕнче, вĕрентӳ, ăслăлăх, физкультура, ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракан хĕрарăмсем хăйсем çинчен хăйне евĕрлĕ паллаштараççĕ. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем те республика шайĕнчи конкурса хутшăнса «телей кайăкне» тытма шутланă. Вĕсенчен пĕри – Елизавета Цветкова шеф-редактор, вăл журналистикăра 10-мĕш çул тăрăшать. Куракансене вăл республикăри тĕрлĕ хыпарпа паллаштарсах тăрать. Тепĕр пултаруллă пике – телекурав тата радиокăларăмсен продюсерĕ Ольга Алексеева. Вăл «Республика» кăларăмра Чăваш Енри хыпарсемпе паллаштарать. Унсăр пуçне эрнекунсерен эфира тухакан «Чебоксарское время» программăна хатĕрлет. Куракана «Ир пулсан» кăларăмра» кунсерен хаваслă кăмăл-туйăм парнелекен тăри – Екатерина Ракчеева. Чăваш наци радиовĕнче тăрăшакансер конкурса хăйĕн ĕçне тăратма шухăшланă. Вăл видеопрезентацире радиожурналист пурнăçĕ çинчен каласа пама тăрăшнă. «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнас кăмăллисен çу уйăхĕн 27-мĕшĕччен заявка парса ĕлкĕрмелле. Эсир те хăвăра килĕшекен çыншăн Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн сайтне кĕрсе «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс баннерĕнче сасăлама пултаратăр

12+
41 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии