Добавить
Уведомления

Ĕç вырăнĕнчех прививка тутарма май пур

Çĕршывра та, республикăра та COVID-19 диагноз лартнисен йышĕ ӳсет. Кĕркунне вара коронавирус инфекцийĕн çĕнĕ хумĕ аталанас хăрушлăх пурри çинчен асăрхаттараççĕ тухтăрсем. Çавăнпа та хальхи тапхăрта вакцинаци тата ревакцинаци тутарма сĕнеççĕ. Сыхлăх эмелне ĕç вырăнĕнчех шала яртарма меллĕ пултăр тесе мобильлĕ бригадăсем йĕркеленĕ. Çак çăмăллăхпа Шупашкарти троллейбус управленийĕнче тăрăшакансем те усă курчĕç. Троллейбус управленийĕнче тăрăшакансен ĕçĕ яваплă. Хула çыннисем кирлĕ вырăна вăхăтра çитесси, транспорт юсавлă пуласси тата çул-йĕр çинчи хăрушлсăрлăх вĕсенчен килет. Çавăнпа та ĕçченсен чирлеме вăхăт çук. Кĕркуннехи чир тапхăрĕ умĕн иммунитета çирĕплетес, коронавирусран хӳтеленес тĕллевпе туслă йыш ревакцинаци тутарма шутланă. ПЕТР АНДРИЯНОВ: «Таçта больницăна кайса çӳрени мар, хамăр патрах питĕ лайăх, аван. Черет çук, пушă. Кашниех хăйĕн вăхăчĕпе кĕреççĕ, тухаççĕ. Сывлăха упрас тесессĕн пурин те вакцинаци, ревакцинаци тумалла. Эпĕ хама питĕ аван туятăп, мăшăр та манăн тунă, çемьере пурте ырă-сывах. Температура вакцинаци тунă хыççăн ӳсмен, пурте питĕ лайăх, аван иртсе кайнă». Ревакцинаци тутарас текенсене малтан терапевт тĕреслет. Вăл юн пусăмне, ӳт-пӳ температурине виçет, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Ревакцинаци туни вăл пирĕн иммунитета ӳстерме пулăшать, мĕншĕн тесен эпир чирлесе ирттерсессĕн 6 уйăх иртнĕ пулсассăн, вакцинаци хыççăн 6 уйăх иртсессĕн çак иммунитет вăл чакса та чакса пырать, организм сахалтарах кĕрешме пуçлать, çавна пула иммунтитета ӳстерме пĕтĕм çынна ревакцинаци тума чĕнсе калас килет». Шупашкарти троллейбус управленийĕнче 40-е яхăн çын ревакцинаци тутарма кăмăл тунă. Мобильлĕ ушкăнсем кашни предприятие е ял тăрăхне çитме пултараççĕ. Çакăн валли медицина организацине пĕлтерсе хут çырмалла. Юлия Адюкова, Юрий Марков

12+
42 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии