Çĕнтерӳçĕсене - нухрат
«Чи лайăх муниципаллă практика». Çак ятпа Раççейре çулсерен конкурс иртет. Унта регион шайĕнчи тупăшура çĕнтернисем хутшăнаççĕ. Чăваш Ен чысне кам хÿтĕлесси паллă ĕнтĕ. Конкурса Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче пĕтĕмлетрĕç. Малти вырăнсене йышăнакансене республика бюджтĕнчен укçа парса хавхалантарма йышăнчĕç. «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурс Чăваш Енре 6-мĕш хут иртет. Кăçал ялсемпе хуласенчен 66 проект тăратнă. Конкурса хутшăнакансем 5 номинацире хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Муркаш, Елчĕк, Вăрнар, Улатăр, Вăрмар, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенчи тата Çĕмĕрле, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчи проектсене тӳресем чи лайăххисем тесе палăртнă. Вĕсене халĕ Раççей шайĕнчи тупăшăва яраççĕ. Ларура Çĕрпӳри сыватмăшĕ культура эткерлĕхĕн çурчĕ пулнă май, ăна упрамалли чикĕсене çирĕплетесси пирки те калаçрĕç. Проекта хатĕрленĕ, патшалăх экспертизи витĕр тухнă. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Çĕрпӳ хулинче 1941-1942-мĕш çулсенче вăрçă вăхăтĕнче госпиталь вырнаçнă пулнă. Вăл здани пирĕн республикăшăн питĕ паха. Ăна сыхласа хăвармалла. Ăна сыхласа хăварас тесе паянхи заседанинче çак документа йышăнтăмăр».