«Пуласлăхри инженери» центрĕн сессийĕ иртрĕ
Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсене аталантарасси, вĕсем ыйтакан ĕç хатĕрĕсемпе программăсене хамăр çĕршыврах, республикăрах шухăшласа, туса кăларасси. Çак тата ытти ыйтăва «Пуласлăхри инженери» ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕн сессийĕнче сӳтсе яврĕç. Унта наукăпа производство предприятийĕсемпе пĕрлешӳсен ертӳçисем, вĕрентекенсем тата ăслăлăх çыннисем хутшăнчĕç. Наукăпа промышленноç пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăмалла. Çавăн пек ĕçлесен çеç предприятисем кирлĕ пек аталанма, çивĕч ыйтусене çăмăллăнах татса пама пултараяççĕ. Анăç çĕршывĕнчи хăш-пĕр партнерсемпе ĕçлĕ хутшăнусем татăлнине пула пĕрлешӳсем умне тухнă йывăрлăхсене çĕршыв вăйĕпе çĕнтерме тивет. Республикăри промышленноç предприятийĕсене Чăваш патшалăх университечĕ мĕнпе пулăшма пултараять? Çак ыйтăва сессийĕн пĕрремĕш кунĕнче тишкернĕ. Университетăн наука ушкăнĕ пĕлӳпе ăсталăхăн тĕрлĕ енне палăртма пултарнă. Тĕлпулăвăн иккĕмĕш кунĕнче вара предприяти ертӳçисем ĕçе аталантарма мĕн çитменнине ыйту евĕр пĕлтерчĕç. Ларăва хутшăнакансем ушкăнсене пайланса тавара хамăр тăрăхра туса кăларас технологие, продукци шайне епле майпа ӳстермеллине, мĕнлерех инфраструктура кирлине тата ыттине сӳтсе яврĕç. Университетăн тĕрлĕ факультетĕнче кирлĕ те тухăçлă ĕç хатĕресене хамăр тăрăхра туса кăларас енĕпе проектсем те пурнăçлаççĕ. ВЛАДИСЛАВ СЕМЁНОВ: «Çак тĕлпулу пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпир хамăрăн проектсене çĕнĕлĕхсем кĕртме пултаратпăр». Сессие Самара, Чĕмпĕр, Тамбов, Питĕр тата ытти регионти университет хастарĕсем те хутшăнчĕç. «Пĕрле пулни тĕллевсене хăвăртрах пурнăçа кĕртме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать», – палăртрĕç ларăва хутшăнакансем. Юлия Адюкова, Николай Скворцов