Пулăшу ыйтма килнĕ

Инфраструктура тытăмĕн аталанăвĕпе ялсене хăтлăх кĕртесси пăшăрхантарать. Çак ĕçчене пурнăçлама Чăваш Енре пурăнакансем Республика пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтрĕç. – Мĕнле пурнăçсем? – Пурнăçсем япăх. – Япăх? – Япăх. – Шыв çук? – Шыв çук. Муркаш районĕнчи Çармăçкассинчи Виталий Хлебкова ялта шыв çукки канăç памасть. Ялта шыв пашнине лартман. Тĕрĕсрех каласан ăна лартнă, 1976 çулта. Анчах тепĕр икĕ çултан темшĕн тепĕр яла кăларса кайнă. Çапла çармăçкассисем пашнĕсĕр тăрса юлнă. Шывлă пулас тесе хăшĕ-пĕри килте пусă чавнă, теприсем пĕверен йăтнă. Çапах та çулсерен шыв ыйтăвĕ çивĕчленсех пынă. – Вара 2018 çулта шыв пĕтсе çитрĕ. Халăх нушаланса çитрĕ. Вара ӳркенмесĕр кайрăм район администрацине. Карăм та пулать терĕç. Халăхпа пуху пек турĕç те туса паратпăр терĕç. Паянхи куна та çук. Хальлĕхе шыв кĕртме проектпа смета хучĕсем хатĕр. Вĕсем тĕрĕслев тухаççĕ. Унтан тухсан Çармăçкассине шыв хăçан çитесси паллă пулĕ. Яна Войцехович та Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне пулăшу ыйтма килнĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ, анчах унта çитме май çук. Олег Николаев ыйтăва тишкермеллине каларĕ

12+
73 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии