Кью-ар код тĕрĕслени – çирĕп йĕрке
Чир-чĕр алхасма пăрахмасть-ха. Çавна май куллен сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Халăх йышлăх пухăнакан вырăнсенче хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмаллине, лавкка тата пысăк суту-илӳ çӳрчĕсене кĕриччен вара QR-код кăтартмаллине кашниех пĕлет ĕнтĕ. Мĕнле йышăнать-ха çакна халăх? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çакна тĕпчеме лавккасене тата тĕп хуламăрти суту-илӳ комплексне çитрĕ. Хальхи вăхăтра лавккана çул тытсан сыхлăх эмелне тутарнине çирĕплетекен электрон QR-кодсăр çитме те май çук. Е прививка тунине палăртакан кью-ар кода хут документпа йышăнаççĕ. Тĕп пасарта халăх йышлă. Халăх вăрçăнмасть, пĕр сăмахсăрах кирлĕ документа кăтартать палăртаççĕ кунта вăй хуракансем. ОЛЕГ ПАРУСОВ: «Паянхи кун QR-кодсене пурте хăнăхрĕç. Çынсем кĕреççĕ. QR-кодсене кăтартаççĕ. Йывăрлăхсем çук. Пурте тĕрĕстлетпĕр. Ăнланманлăхсем çук, ĕçлетпĕр, тĕрĕслетпĕр». Кулленех кирлĕ тавар туянас тесен пасар-лавкка таврашне çул тытать халăх. Хӳтĕлев хатĕрĕсемпе те кунта кашниех усă курать. Яваплăха кашниех туять. Пасара пĕр çынна та документсăр, маскăсăр кĕртмеççĕ. Сыхлăх йĕркине пăхăнни чирлекенсен йышне чакарма пулăшать. Çакна халăх ăнланма тăрăшать. – QR-код тĕрĕслени мана пач та чăрмантармасть. Эпĕ ăна савăнсах кăтартма пултаратăп ыйтсассăн пур çĕрте те. – Кăтартмалла, тĕрĕслемелле. Камăн çук – лайах мар. Прививка тумалла, тусан лайăхрах. – Хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ кашни кун тĕрĕслесен. Кăларатпăр та кăтартатпăр. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕрлĕ тавар сутакан ятарлă лавккасене те çитрĕ. Лавккан пин тăваткал метртан пысăкрах лаптăк пулсассăн кунта та QR-кодсăр кĕртмеççĕ. Кунта та халăх QR-кодсене тĕрĕсленĕшĕн тарăхмасть. Кашни килен-каян кирлĕ документа кăларса кăтартать. Маргарита Мельникова, Наталья Егорова, Георгий Кривошеин