Салтаксен çемйисене тĕрев кирлĕ

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ саккăрмĕш сессийĕ иртрĕ. Кун йĕркинче 18 ыйту. Донбасри ятарлă çар операцине хутшăннă, вăхăтсăр пуç хунă салтаксен çемйисене пулăшасси çинчен тата ытти саккун проекчĕсене пăхса тухрĕç. Республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Донбасра пуç хунă салтаксен çемйисене хушма пулăшу пама сĕнчĕ. Пĕтĕмĕшле тĕрев – 1 миллион тенкĕпе танлашмалла. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пĕр саслăн ырларĕç. Çак ĕçе хăвăртлатма хут ĕçне сахаллатмалла, унсăррăн çывăх çыннине çухатнă çемьесене ку терт-асап хушма пултарĕ теççĕ. Электросеть хуçалăхĕнчи объектсене пĕр тытăмра ĕçлеттерме пуçлас проект депутатсене тавлаштарчĕ. Чăваш Енре тĕрлĕ пурлăх шутне кĕрекен 39 организаци иккен. Вĕсенче час-часах авари пулать. Централизаци тапхăрĕнче миçе çынна ĕçрен хăтарни, тарифсен хакĕ ӳссе каймасть-ши тесе ыйтакансем чылай пулчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Виктор Горбунов: «Мĕн чухлĕ тăкаклă ĕçлекен электросеть организацийĕсем сахалрах, çавăн чухлĕ электроэнерги хакĕ те йӳнĕрех», – терĕ. Унпа ытти депутат та килĕшрĕ. Парламентарисен ытларах пайĕ çак саккун проектне ырларĕ. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков

12+
42 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии