Çумăр çунине пăхмасăрах
Çанталăк хĕвеллĕ кунсемпе савăнтармасть-ха. Ку эрнере те пĕлĕтлĕ кунсем ытларах пулаççĕ. Çитменнине, сивĕ тăрать. Апла пулин те ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çумăр çуман кашни сехетпе усă курма тăрăшаççĕ. Çак сăлтава пулах республикăри хуçалăхсем талăкра 6 000 ытларах гектар çинче çеç акаяççĕ. Муркашсемпе шăмăршăсем кунсерен 500 ытла гектар парăнтарса пыраççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 139 000 ытла гектар çинче акнă. Кунта елчĕксен тӳпи ытларах. Вĕсем çуракие 13 000 ытла гектар çинче пурнăçланă. Хыççăнах Канаш районĕнчи хуçалăхсем пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ – 11 000 ытла гектар. Çав вăхăтрах çĕмĕрлесем 2 000 яхăн гектар çинче çеç ака ирттернĕ. Вăрлăх валли куккурус, хура тул, тулă, урпа тата ытти те – хуçалăхсенче тĕрлĕ культура акса хăварма палăртаççĕ. Май килнĕ таран районсенче çĕрулми те лартаççĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 800 ытла гектар çинче пурнăçланă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 2600 ытла гектар çинче иккĕмĕш çăкăра лартнă пулнă. Куславккасемпе патăрьелсен лаптăкĕсем 100 гектартан та иртеççĕ. Йĕпреç, Пăрачкав, Тăвай районĕсенче хальлĕхе çĕрулми лартма пуçăнман. Симĕс ылтăнпа ĕçлекен хуçалăхсен те алă усса ларма вăхăт çук. Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпӳ тата Етĕрне районĕсенче 36 гектар çинче хăмла çакнă. Тĕп тымарсене касассине 75 гектар çинче пурнăçланă