Хăвăрт утакансем тупăшрĕç
Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Пурĕ ăмăртăва çĕршывăн 12 регионĕнчен килнĕ 175 спортсмен хутшăнчĕ. Чи малтан Мускав çыранĕ хĕррипе вырнаçнă трасса çине арçынсемпе хĕрарăмсем тухрĕç. 35 çухрăма парăнтарчĕç. Финиша çитме пуçласан арçынсем хăвăртлăха ӳстерме пуçларĕç. Спортсменсем сивĕ çанталăка чăтма, техникăна пăхăнма тӳсĕмлĕх çитерчех. Мордва спортсменĕ Сергей Кожевников çак йывăр тупăшура пĕрремĕш утса тухрĕ. Иккĕмĕшĕ – Мордовипе Удмурти спортсменĕ – Александр Гарин, виççĕмĕшĕ – Мускав хули чысне хӳтĕлекен Патăрьел район каччи Кирилл Фролов пулчĕ. Тарпа тăварланнă çĕнтерӳ, чăнах та, пылак. АЛИНА ИВАНОВА: «Пирĕн Чăваш Республики Шупашкар хули кашни çулах çак хăвăрт утакансен чемпионатне хамăр патне илет. Ку, чăнах та, питĕ пысăк пулăм. Спортсменсем хатĕрленеççĕ. Пирĕн Чăваш Республикин командинче 37 çын. Çуллахи хăвăрт утакансен чемпионачĕ вăл питĕ пысăк старт. Пирĕншĕн хăвăрт утассине аталантарма пулăшать. Çамрăксем пирĕн кунта пăхма килеççĕ. Пысăк спортсменсене кураççĕ». Трасса çинче 35 çухрăмлă дистанцие утакан хĕрарăмсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. Маргарита Никифоровăна çитекенни пулмарĕ. Кĕмĕл медале Дарья Голубечкова тивĕçрĕ, «бронза» Юлия Турова илсе кайрĕ. ЛИНДА ЯКОВЛЕВА: «Эпир кунта соревнование курма ятарласа килнĕ. Чăваш спортсменĕсемшĕн питĕ савăнатпăр. Эпир питĕ савăнатпăр. Çавăн пек соревнованисем пирĕн патра иртеççĕ». Ăмăрту икĕ куна тăсăлчĕ. Аслисем хыççăн кĕçĕннисем старт илчĕç. «Олимпийский» стадионта 18-20 çулти çамрăксем тупăшрĕç. Шел пулин те, чăваш спортсменĕсем çĕнтерӳпе савăнтараймарĕç. Елизавета Цветкова, Ольга Алексеева, Георгий Кривошеин