Ентеш çитĕнĕвĕ
Çĕмĕрле хулинче çуралса ӳснĕ ентешĕмĕре – Анатолий Аринин поэта, прозаика, философа, композитора, общество деятельне Раççей Федерацийĕн культура министрĕн хисеп паллипе чысланă. Мускав хулинчи Ростовсен çуртĕнче Анатолий Николаевичăн пултарулăх каçĕ те иртнĕ. Анатолий Аринина «Раççей культурине пысăк тӳпе хывнăшăн» хисеп паллипе социаллă пурнăçпа экономика тата ăс-хакăл программисен фончĕн президенчĕ Сергей Филатов, Раççей кĕнеке пĕрлешĕвĕн президенчĕ Сергей Степашин тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Шаргунов чысласа саламланă. Анатолий Николаевич – философи, психологи, право ăслăлăхĕсемпе çырнă ĕçсен, поэтикăпа çыхăннă кĕнеке пуххисен авторĕ. Унăн тĕпчевĕсене Раççей библиотекин эксперчĕсем пысăк хак панă