Вулавăшсен аталану çул-йĕрĕ
Хальхи вăхăтра вулавăшсене – халăх пуянлăхĕн управăшĕ тесе палăртаççĕ. Тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнекепе паллаштарнисĕр пуçне унта çемьепе канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме, тĕрлĕ пултарулăх каçне хутшăнса тавра курăма анлăлатма пулать. Библиотека тытăмĕн малашне мĕнле аталанмаллине палăртса 2030-мĕш çулччен çĕршывра стратеги йышăннă. Чăваш Енре те çак документа пурнăçа кĕртесшĕн. Чăваш наци вулавăшне республикăри мĕн пур библиотекарь професси уявĕ умĕн форума пуçтарăнчĕ. Унта вĕсем 2030-мĕш çулччен Раççей шайĕнче йышăннă стратегие сӳтсе яврĕç. Малашнехи аталану çул-йĕрне палăртрĕç. Республикăра çак документа пурнăçа кĕртесси çинчен калаçрĕç. «Ял вулавăшĕсене çĕнĕ сĕм кĕртмелле, вĕсем хальлĕхе туллин ĕçлесе каяймарĕç. Эрнере пĕрре уçăлса хупăннипе малалла кайма пулмасть», – терĕç форума пухăннисем. Чăваш кĕнекисем, хаçат-журнал ял çыннине илĕртнине палăртаççĕ вулавăш ĕçченĕсем. Юлашки çулсенче çак ыйтăва Чăваш Республикин правительстви шайĕнче тимлĕх уйăрнăшăн тав тăваççĕ вĕсем. РАИСА ГОРДЕЕВА: «Вулакансем нумайăн çӳреççĕ. Кунта аслисем те, çамрăксем те, тĕрлĕ çулти ачасем те тăтăшах вулама çӳреççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн Элĕкри тĕп библиотека Элĕк вăтам шкулĕпе юнашар вырнаçнă, çакăнтах нумайăн çӳреççĕ. Кунта аслисем те, çамрăксем те тата тĕрлĕ çулти ачасем те тăтăшах вулама çӳреççĕ. Патриотла воспитани, эстетика воспитанийĕ. Илемлĕ литературăна вулакансен умне кăларса тăратас енĕпе нумай проектсем пурнăçа кĕртетпĕр». «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăри вулавăшсен тытăмне 488 учреждени кĕрет. Вĕсен пĕрлехи фондĕнче 9 миллион единица ытла. НАДЕЖДА ЕГОРОВА: «Пирĕн халь вулавăшăн 11 çĕнĕ поколенийĕ – модельный библиотекăсем тетпĕр. Библиотекăра, чăнах та, пултаруллă библиотекарьсем ĕçлесен, чăнах та, вулакансемшĕн те питĕ интереслĕ пурнăç пуçланать. Çавăнпа та эпир вулавăшсем кирлĕ тесе шутлатпăр. Хамăр вулакансене яланах хапăл». Мастер-форум икĕ куна пырать. Унта тĕрлĕ çивĕч ыйтупа секцисем иртеççĕ. Мускав, Питĕр хулисенчен килнĕ экспертсемпе пĕрлех видеоçыхăнупа кашни вулавăш ĕçченĕ çак форума хутшăнма пултарчĕ. Регина Кубайкина, Павел Иритков