Калăпăшлă ĕçсем пур
Малашне республикăри адреслă инвестици программине пурнăçлассипе Чăваш Енри строительство министерстви тимлеме пуçлать. Ку таранччен çак яваплăх республикăри экономика аталанăвĕн министерстви çинче пулнă. Çакăн пирки тата ку енпе палăртнă ĕçсем çинчен калаçрĕç те влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче. Раççей Федерацийĕн Правительстви улшăнусем кĕртнипе малалла адреслă инвестици программипе строительство министерстви ĕçлеме пуçлать. Вĕсем çурта хăпартса тата пăхса тăрассипе яваплă пулĕç. Экономика аталанăвĕн министерстви те айккинче тăрса юлмасть. Вăл инвестици политикин канашĕнче проектсене суйлама тата пăхса тухма хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелӳ ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл инвестици политикин канашне ытларах депутатсене явăçтармаллине каларĕ. Çак программăпа йĕркелекен ĕçсене пурнăçлама республика тата федераци хыснисенчен 9 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Кăçал 170 объект çĕклеме е юсама палăртаççĕ. 63-пе проект ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Ку программăпа Пăрачкавра юхакан шыва тасатакан комплекс, Шупашкарта çумăр хыççăнхи шыва тасатакан сооружени, тĕп хуларах 110 вырăнлă ача сачĕ, çаван пекех Çĕрпӳре 240 вырăнла шкул çулне çитменнисен çуртне хута янă та ĕнтĕ. Ĕçсем малалла та тăсăлаççĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Игорь Зверев