Шухăшламалла

Чăваш Ене туристсене илĕртмелле. Çакна пурнăçлама «Руна çулĕ» маршрут пулăшмалла. Унта тĕп хула кăна мар, район центрĕсем те кĕрĕç. Вĕсене пĕр ункăна çыхăнтарĕç. «Руна çулĕ» республикăри 13 район центрне пĕрлештерет. Кашнинче туристсене илĕртекен объектсем хута ямалла. Маршрут Чăваш Ен тĕп хулинче пуçланать. Ăна хăтлăх кĕртессине тĕплĕн сӳтсе яврĕç пухăннисем. АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Эпир паян Атăл хĕрринче радио вышка патĕнчи территорине мĕнле çак проекта хутшăнтарса, мĕнле усă курмалли пирки калаçатпăр. Эпир кунта ытларах хĕрарăмсем, ачасен амăшĕсем, шкулта ачасемпе ĕçлекеннисем ытларах пухăннă. Çавăнпа та эпир ытларах ачасем, ачаллă çемьесем валли мĕнле канмалли условисем туса памалли пирки калаçатпăр». Кафе-ресторан, сăн ӳкерчĕк тумалли вырăн тата ытти те. Уçăлса, çӳреме пур майсем те пулмалла. Сессине хутшăнакансем ушкăнсемпе ĕçлерĕç. Вĕсем 6 ене тишкерчĕç. Тăваттăшĕ – уйрăм вырăнсене хăтлăх кĕртессипе, иккĕшĕ маршрутăн паллине шутласа кăларассипе. ЛЮДМИЛА СЕМЕНОВА: «Тĕлĕнмелле ĕнтĕ кăмăл-туйăм, мĕншĕн тесен ушкăнра ĕçлеме питĕ интереслĕ. Тĕрлĕ шухăшсемпе тĕл пулатăн. Хамăр енчен те кирлĕ шухăшсене кăтартса пама тăрăшатпăр». «Тĕрлĕ шухăш», – палăртрĕç пухăннисем. Сăмахран, Хусан çыран хĕрне тирпейлесси, ăна Мускав çыранĕпе çыхăнтарасси. Агрегат завочĕ çывăхĕнчи сквера руна паллисемпе илемлетесси тата ытти те. «Руна çулĕ» кӳршĕ регионсене те пĕрлештерет. Вĕсен шутĕнче Мари, Тутар, Пушкăрт, Мордва Республикисем. Çитес 8 çулта ăна пурнăçламалла. Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Семён Антонов

12+
3 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии