Добавить
Уведомления

Шах е мат? Хĕрӳ тупăшу иртрĕ

Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче пурăнакан шăпăрлансем канмалли кунсенче пĕр вăхăтра шахмат выляса тупăшрĕç. Вĕсем Чăваш Енре авăн уйăхĕнче иртекен Раççей чемпионатне хатĕрленеççĕ. Хуларан хулана çитсе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хĕрӳ вăйă тапхăрĕсене сăнарĕ, çĕнтерӳçĕсемпе çывăхарах паллашрĕ. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 80 ытла вĕрентӳ учрежденийĕнче «шахмат-шкулсенче» программа ĕçлет. Тĕрлĕ ӳсĕмри 15 000 ытла çын çак спортпа кăсăкланать. Авăн уйăхĕн 10-23-мĕшĕсенче Шупашкарта арçынсем 75-мĕш хут, хĕрарăмсем 72-мĕш хут пĕр вăхăтра шахмат выляса Раççей чемпионачĕн суперфиналĕнче тупăшĕç. Ăмăртуçăсем ăсталăхне халех туптама пуçланă. Çак кунсенче вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта вăй виçрĕç. Алена Яковлева кунта 8 çулхи ывăлĕпе Максимпа килнĕ. АЛЕНА ЯКОВЛЕВА: «Пирĕн тренер – Михаил Геннадьевич Мельник. Эпир ун патне 3-мĕш уйăх çӳретпĕр. Ман ачана питĕ килĕшет ун патне çӳреме. Манăн ывăл питĕ юратать çак юрра. Çĕнтерӳçĕсен шутне кĕрессе шанатпăр, паллах». Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн мастерĕ Сергей Соколов ирттерчĕ çак тупăшăва. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри ăмăртуçăсем хутшăнчĕç. Сеанс вăхăтĕнче 10 çĕнтерӳçĕ паллă пулчĕ. 18-мĕш лицей, 9-мĕш, 11-мĕш, 19-мĕш шкулсенче вĕренекенсем тата шахмат вăййисен ветеранĕ Александр Фетисов, пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ольга Теплова мала тухрĕç. Канмалли кунсенче ăмăртăва Çĕмĕрле хули йышăнчĕ. Турнира швейцари тытăмĕпе йĕркеленĕ. 7 тур 15-шер минут тăсăлчĕ. Чăваш Ен чемпионĕ ятне тивĕçнĕ Вячеслав Петров хальхинче те мала тухрĕ. Унпа пĕрлех мала тухнă 7 çĕнтерӳçĕ авăн уйахĕнче Çĕмĕрле хулинче гроссмейстерпа тĕл пулĕç. Улатăр хулинче те канмалли куна пăхмасăр шахмат вăййине юрнаткансем килти ĕçсене хăварса культура çуртне васкарĕç. Павел Семагин çур ĕмĕр шахмат выляса иртсе кайрĕ тесе шӳтлет. Владимир Сергиевский гроссмейтерпа вылянă саманта халĕ те ăшă кулăпа аса илет. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче унăн ĕмĕчĕ пурнăçланма пултарать. Регина Кубайкина, Игорь Зверев, Николай Скворцов

12+
11 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии